Асаннесемпе асаттесен, кукаçипе кукамайсен кунĕ умĕн Пысăк Упакассинчи шкул çулне çитменнисен «Теремок» ушкăнĕн воспитанникĕсем Анастасия Антонова воспитательпе пĕрле хÿтĕлев каррисем çыхакан пунк-та çитнĕ.
Пĕчĕккисем ал ăстисене çывхарса килекен уяв ячĕпе саламласа хаваслă ташăсем парнеленĕ (ÿкерчĕкре). Артистсене хыттăн алă çупса тав тунă хăйсене тимлĕх уйăрнипе хĕпĕртенĕ хĕрарăмсем.
Çакăнпа лайăх кĕтмен-лĕхсем пĕтмен-ха: пункта кÿршĕ ялта пурăнакан Виталий Павлов тата Пĕчĕк Упакасси ял фельдшерĕ Маргарита Федорова хăнана пырса кĕни те уява çаврăннă.
Маргарита Ильинична пурне те çывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă, сывлăха упрамалли çинчен асăрхаттарса чĕре сывлăхĕ пирки буклетсем валеçсе панă. Фельдшер хĕрарăмсене хăй çырнă юрăсене шăрантарса парнеленĕ.
Виталий Иванович хÿтĕлев карри çыхакан хĕрарăмсен ĕçĕпе чăтăмлăхĕ çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса вĕсене тав тунă, сывлăх сунса кашнине тутăр парнеленĕ. Пылак кучченеç - торт - уяв хаваслăхне ÿстернĕ. Пурте пĕрле тутлă чей ĕçсе сĕтел хушшинче хăналаннă, шăкăл-шăкăл калаçса ларнă. Хÿтĕлев карри çыхма çÿрекенсем хăйсен ĕçĕпе мухтанма, курнăçланма юратмаççĕ пулин те, хăйсене ăшă сăмах калани, ĕçне, тăрăшулăхне хаклани вĕсене çĕнĕ вăй-хал панине пытармаççĕ.
Анна Михайлова
Октябрь 2026 |
