НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чиркÿре вырсарни шкулĕ уçăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 11:14 Просмотров: 20

Хурамалти Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕн чиркĕвĕнче вырсарни шкулне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Чиркÿ приххучĕшĕн ку - пысăк пĕл-терĕшлĕ пулăм. Шкула канмалли кунсенче тĕрлĕ çулсенчи ачасем килсе çÿрĕç, православи тĕнне ĕненекенсен йăли-йĕркисене, Турă çуртĕнче харпăр-хăйне тивĕçлĕ тыткалама вĕренĕç.

Вырсарни шкулне йĕркелесе ярас ĕçе Леонид атте курăмлă тÿпе хывнă. Вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕнче лайăх енĕпе кăна палăрса тăрать, чиркĕве килсе çÿрекенсене хисепе хурса йышăннипе, уйрăмах ачасемпе тимлĕхлĕ те кăмăллă пулнипе çынсен хушшинче чыс-сум çĕнсе илнĕ.

Вырсарни шкулне уçнă ятпа ирттернĕ мероприятие Чăваш Енри хĕрарăмсен юхăмĕн проекчĕн координаторĕ Елена Брусянина, «Мирлĕ пурнăçа тунă утăм» проект активис-чĕсем Татьяна Фоминапа Наталия Зайцева хутшăннă. Вĕсем вырсарни шкулĕн пĕрремĕш занятие приххут çыннисемпе тата ачасемпе пĕрле хутшăннă. Ăшă лару-тăрура иртнĕ тĕлпулура хăнасем шкула парнесем кÿнĕ, çавсен шутĕнче кунта вĕренекенсене кирлĕ пулакан канцеляри хатĕрĕсем те пур.

Чиркÿ çумĕнче уçăлнă вырсарни шкулне çÿреме кăмăл тăвакансене хапăлласа кĕтсе илĕç кунта, çитĕнекен ăру Христос вĕрентĕвĕпе çыхăннă пĕлĕве алла илĕ. Кунта çÿрекенсем сахал мар пуласса шанаççĕ-ха ырă пуçарăва çул пама йышăннă активистсем. «+аплах пултăрччĕ, çирĕп шанчăкпа ĕненÿ хăватне çывăх туйса тăни пурне те кирлĕ хальхи саманара. Уйрăмах çамрăксен чĕрисенче чĕртмелле çак ĕненĕве», - тесе шухăшлаççĕ чиркÿ приххучĕн çыннисем.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1
易歪歪易翻译比特浏览器美洽