НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ваттисен кунĕ - йышпа паллă тумалли уяв

Категория: Публикации Опубликовано: 12.10.2026, 10:37 Просмотров: 14

Юпа уйăхĕ уявсемпе пуян. Ун уçламăшĕнче эпир Ваттисен кунне паллă турăмăр кăна, 5-мĕш кунĕ учительсене саламламалли уявсем пулнипе палăрса юлчĕ. Хамăрăн хаклă та юратнă çыннăмăрсене çак праçниксем ячĕпе ăшă сăмахсем калама, асăнмалăх парнесемпе савăнтарма тăрăшрăмăр эпир. Уявсене пĕрле пуçтарăнса, яланхи пекех чыслă лару-тăрура ирттертĕмĕр, тÿрĕ кăмăллă ĕçпе хисепе тивĕçнĕ ветерансен умĕнче пуçăмăрсене тайрăмăр, тăван ен, республика аталанăвне хăйсен тÿпине хывнăшăн тав турăмăр.

Эйпеç культура çуртĕнче çав кун «Кĕмĕл çулсенчи çыннăмăрсене - чун ăшшине» ятпа ăшă тĕлпулу иртнĕ, ăна территори пайĕн пуçлăхĕ Владислав Прохоров саламлă сăмахсем каласа уçнă. Вăл тăван тăрăхăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас, ачасене вĕрентес, воспитани парас ĕçе сумлă тÿпе хывнă,  çавăн пекех вăйпитти çулĕсене çĕр çинче ĕçлесе ирттернĕ, çăкăр, аш-какай туса илсе çĕршывăн пÿлмине пуянлатас тесе чылай çул тăрăшнă ветерансене чĕререн тав тунă. Владислав Валерьевич Эйпеç ял тăрăхĕн администрацийĕнче муниципаллă служащи пулса нумай çул вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канури ĕçтешĕсене - хисеплĕ Таисия Георгиевна Ершовăпа Роня Семеновна Павловăна -саламласа уяв парнисемпе савăнтарнă.

Клуба пуçтарăннисене паллă кун тĕлне ятарласа хатĕрленĕ программăпа концерт кăтартнă. Сцене çине шкул ачисен пултарулăх ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсемпе ташă коллективĕсем тухнă, залра ларакансене ваттисене чыс-хисеп тунине палăртакан юрăсемпе сăвăсем, хаваслă ташăсем парнеленĕ. «Пилеш» фольклор ансамблĕ, «Ивушка» пултарулăх ушкăнĕ хăйсен репертуарĕнчи чи лайăх юрри-ташшисене халăх умне кăларнă. Уяв илемне уйрăмах хушаканнисем çак талантсем - Александр Ильин юрăç тата Валерий Ильин баянист, вĕсен кашни номерне куракансем хыттăн алă çупса йышăннă.

Уяв каçĕ тулăх кĕреке хушшинче малалла тăсăлнă, ĕç ветеранăсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса кăмăл туличчен калаçса йăпанма май туса панăшăн йĕркелÿçĕсене тав тунă.

Çакна та палăртсах хăвармалла% ку ялти «Аистенок» ача сачĕн воспитанникĕсем Ваттисен кунĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсем валли хÿтлĕх хатĕрĕсем хатĕрлекен хĕрарăмсемпе тĕл пулнă, вĕсене хăйсен чун ăшшине кăна мар, пĕчĕк аллисемпе туса хатĕрленĕ, çепĕç сăмахсем çырнă хитре открыткăсем парнеленĕ. Хÿтлĕх каррисем ăсталакансене саламламалли тепĕр сăлтав та тупăннă, çак тапхăрта вĕсем  çыхса пĕтернĕ  400-мĕш маскировка сетьне карлăк çинчен хывнă. Хăйне майлă юбилей-çке ку! Шăпăрлансем кукамайсемпе асаннесен умĕнче паллă  пулăм ячĕпе пĕчĕк концерт лартса панă, сăвă-юрă шăрантарнă. Çакă мар-и чĕрене хаваслăхпа, тахçантанпах кĕтекен пысăк шанăçпа чăмппи тултаракан чăн-чăн парне;! Ачасем хăйсем те тĕлпулупа кăмăллă юлнă, фротшăн питех те кирлĕ ĕç тăвакан тыл паттăрĕсем патне вĕсем  татах та килсе çÿресси çинчен пĕлтернĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1
易歪歪易翻译比特浏览器美洽