Чăваш уявĕсен календарьне Ял хĕрарăмĕн кунне кĕртни пире кашнинех мăнаçлантарма кирлĕ. Яллă вырăнта тĕпленсе, ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмăн ролĕпе вырăнне, вăл тăван тăрăх аталанăвне хывакан тÿпене пысăка хурса хаклани, унăн обществăри пĕлтерĕшне ÿстерни пулать-çке ку. Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Указĕпе çак уява кăçал пуçласа юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Уяв çывхарни сисĕнме те пуçларĕ ĕнтĕ, пирĕн округăн кашни кĕтесĕнчех çак куна халалланă савăнăçлă тĕлпулусем, спортпа активлă кану мероприятийĕсем тăтăшах иртеççĕ халь.
Акă Эйпеçри хĕрарăмсен канашĕ те (председателĕ Венера Денисова) çывхарса килекен паллă дата ячĕпе иртнĕ кунсенчен пĕринче ачасемпе тĕлпулу йĕркеленĕ. Тĕлпулăвăн хаклă хăни - хĕрарăмсен юхăмĕн активисчĕ Татьяна Журавлева. Ăна ачасем пурте лайăх пĕлеççĕ, паллаççĕ ĕнтĕ. Ара, Татьяна тăван яла чун-чĕрипе парăннă ĕçчен те пуçаруллă çын, вăл хăйĕн пурнăçне çырла ÿстерес ĕçпе çыхăнтарнă. Виктори туса илессине пĕтĕм çемйине явăçтарнă вăл, пулăшу кирлĕ вăхăтра çырла пуçтарма шкул ачисене те чĕнсе илет.
Пылак бизнеса ялта мĕнле йĕркелесе яни, ума сиксе тухакан ыйтусемпе проблемăсене мĕнле татса пани, темĕнле йывăр пулсассăн та çакăнта хăйĕн телейне тупни çинчен интереслине нумай каласа панă ачасене Татьяна. Пурнăçра професси суйлас ыйту сиксе тухсан, ăна тăван тăрăхпах çыхăнтарма тăрăшмалли çинчен те аса илтернĕ вăл итлесе ларакан çамрăксене. Ялта харпăр-хăй ĕçне йĕркелеме ансатрах пулни, çуралнă кĕтесе аталантарасси, пире тăрантаракан çĕр-аннемĕре чечеклентересси çитĕнекен хальхи ăруран нумай килни çинчен те каланă. «Чи кирли - юратнă ĕç тупни, - тенĕ палăртса предприниматель. - Ĕмĕтленĕр, ачасем, тĕллевсем лартăр! Вĕсем пурнăçланасси вара хăвăр тăрăшулăхран килет. Ÿркенмелле, ал усмалла мар кăна, малаллах ăнтăлмалла. Вара ĕмĕт пурнăçланать!».
Октябрь 2026 |
