НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Атте урокĕ: чи кирли çинчен калаçар

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 13:35 Просмотров: 1

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, Атте кунне паллă тунă май, Туçари культура çуртĕнче ачасемпе вĕсен ашшĕсене явăçтарса тĕлпулу ирттернĕ. Мероприяти теми - «Атте урокĕ% чи кирли çинчен калаçар». +ак темăна пĕрлехи калаçура сÿтсе явса, ашшĕсемпе ачисем хушшинчи çыхăнусем мĕнлерех пулмалли çинчен те сăмах пуçарнă.

Ашшĕн пурнăçра, кирек епле лару-тăру сиксе тухсассăн та, ачишĕн ялан ырă тĕслĕхлĕ пулмалла, сиенлĕ хăнăхусем - пирус туртни, эрех-сăрапа ашкăнни - пулмалла мар. Уйрăмах ывăлсем ашшĕне хывма пăхаççĕ, çавăнпа арçын ачасене пĕчĕкренех яваплăха хăйсем çине илме, пуçланă ĕçе тĕплĕн вĕçне çитерме хăнăхтармалла. ,çпе воспитани парасси те ашшĕ çинех тиенет. Ашшĕ хăй мĕн енĕпе ăста, сăмахран, платник ĕçне аван пĕлет пулсан, çавна ывăлне те вĕрентсе хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Ачаран вĕренни - чул çинче» тесе ваттисем ахальтен каламан ĕнтĕ. Ялта ÿсекен ачасемшĕн пур ĕçре те алă ăсти пулни темрен те паха. Вĕсем ÿссен те нимĕнле ĕçрен те пăрăнман, ÿркенмен çынсем пулнипе палăрса тăраççĕ. Усăллă хăнăхусем малашлăхра ачасене хăйсенех кирлĕ пулаççĕ.

Ку тĕлпулура чи малтанах Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов сăмах илнĕ. Вăл пуçтарăннисене Ашшĕн кунĕ ячĕпе саламланă, тăван ял аталанăвне самай курăмлă тÿпе хывнăшăн чĕререн тав тунă. Субботниксенчен юлман, нимесене тухсах тăракан вăйпитти арçынсем çирĕп хăват шутланаççĕ. Ялти йывăр ĕçсене вĕсем хутшăнмасăр пурнăçлама çук. Пуçаруллă, ылтăн алăллă арçынсем - ачасемшĕн ырă тĕслĕх. Петр Дмитриев, Олег Гаврилов, Владимир Ердеменов, сăмах илсе, хăйсен пурнăçĕнче ашшĕсем мĕнле вырăн йышăнни çинчен каласа панă, ачасем çитĕннĕ вăхăтра ашшĕн тимлĕхне кашнин валлиех çитермеллине, ачасене хистесе - çирĕп ыйтса мар, илĕртсе ĕçе хăнăхтарма тăрăшмаллине палăртнă.

«Атте - çемье пуçĕ, вăл каланине итлемелле», - тесе вĕрентсе ÿстернĕ шăпăрлансене мĕн ĕлĕкрен. +ак каларăшăн тĕп шухăшĕ ХХI ĕмĕрте те çаплипех сыхланса юлнă.

Клубри тĕлпулу пĕр çемьери пек лăпкă лару-тăрура иртнĕ. Ăна ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ираида Ильина пуçарăвĕпе йĕркелесе ирттернĕ. Вăл хăй те сăмах тухса каланă, икĕ ăру - ашшĕсемпе ывăлĕсем - хушшинчи чĕрĕ, куçа-куçăн калаçу пĕрне-пĕри çывăхрах ăнланма пулăшассине палăртнă. «Ачисем ашшĕсем çинчен, ашшĕсем хăйсен йăх-несĕлне тăсаканĕсем çинчен уççăн каласа панине итлесе ларма питĕ кăмăллă пулчĕ. Çакнашкал ăшă калаçу пуриншĕн те усăллă пуласса шанатăп», - тенĕ Ираида Васильевна тĕлпулăва вĕçленĕ май.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1