Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Чăваш хĕрарăмĕсен комитечĕн пуçарăвĕпе Чăваш Республикин Культура министерстви тата Республикăн хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ пулăшнипе регионсен шайĕнчи «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» конкурс кăçалхипе саккăрмĕш хут иртрĕ. Шупашкарти Туслăх çуртĕнче чăваш ялĕн чи пултаруллă, чи илемлĕ хĕрарăмĕсем пуçтарăнчĕç.
Конкурс чăваш хĕрарăмĕн пултарулăхне уçса паракан, вăл çемье вучахĕн управçи, тăван чĕлхепе йăла-йĕрке сыхлавçи пулнине кăтартакан пысăк та сумлă уяв пулса тăчĕ. Кăçалхи конкурса Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.
Финалта кăçал пилĕк маттур та пултаруллă хĕр-арăм тупăшрĕ, Светлана Иванова (Çĕрпÿ), Юлия Вадейкина (Хĕрлĕ Чутай), Валентина Николаева (Елчĕк), Наталья Ильметова (Патăрьел), Альбина Прокопьева (Йĕпреç).
Конкурсанткăсем пилĕк тĕрлĕ тупăшура хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, улахра ал ĕçĕсем тума пĕлнипе мухтанчĕç, тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç, хăйсемпе тата хăйсен çемйисемпе паллаштарчĕç, пултарулăх тупăшĕвĕнче кашни хăйĕн ăста-лăхне кăтартса пачĕç тата чăваш йăли-йĕркине те уçса пачĕç.
Альбина Прокопьева хăйĕн мăшăрĕпе, виçĕ ачипе, «Улах» фольклор тата «Лада» хĕрсен ташă ушкăнĕсемпе пĕрле Йĕпреç тăрăхĕн чысне тивĕçлĕ шайра хÿтĕлерĕç. Жюри çĕнтерÿçĕсене çапла палăртрĕ: «Чăваш ялĕн илемĕ - 2026» – Наталья Ильметова, «Чăвашлăх управçи» – Альбина Прокопьева, «Сăваплă анне» – Юлия Вадейкина, «Тĕпел хуçи» – Валентина Николаева, «Эткер пирĕштийĕ» – Светлана Иванова.
Çак уявăн чи пысăк пахалăхĕ – кашни хутшăнакан тата унăн ушкăнĕ пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса тăни. Ку чăннипех те пĕрлĕх, туслăх уявĕ пулчĕ.
«Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» конкурс чăваш хĕрарăмне, амăшне, мăшăрне, ĕççыннине чун-чĕререн хисепленине, унăн паттăрлăхне тата илемне пуç тайнине пĕлтерекен чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Кăçалхи конкурс та çавнах кăтартса пачĕ.
Ирина Шумихина
Октябрь 2026 |
