Липовкăри тĕп шкулта вĕренекен ачасем Чăваш кĕнеке издательстви регионсем хушшинче ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Çамрăк талантсем» ятлă пултарулăх конкурсне хастар хутшăннă.
Вĕсем хăйсем вуланă çамрăк авторсен хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем тунă, хатĕрлесе конкурс комиссине ярса панă.
Вĕренекенсем хăйсем те хайлавсем çырма кăмăллаççĕ, вĕсене вырнаçтарса ал вĕççĕн хытă хуплашкаллă кĕнекесем те тунă. Ÿкерес ăсталăха аталантарма пулăшакан питех те кирлĕ ĕç тăваççĕ ачасем, маттурсем!
Хамăр инф.
Октябрь 2026 |
