НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кашни мероприяти усăллă иртет

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 08:55 Просмотров: 22

Халăха социаллă пулăшу паракан Йĕпреçри центр аслă ăру çыннисене пысăк тимлĕх уйăрать. Нумай пулмасть кăна кунта «Çемье» наци проекчĕпе çыхăнтарса спортпа ташă фестивалĕ иртнĕччĕ.

Меропрятие хутшăнакансем пурте тенĕ пекех общество пурнăçне хастар хутшăнакансем, пĕрисем районти культура çурчĕ çумĕнчи хора, ансамбле çÿреççĕ, теприсем салтаксене валли хÿтĕлев каррисем çыхаççĕ. Чуна кăна мар, кĕлеткене те ватăлма памаççĕ Йĕпреç тăрăхĕнчи пенсионерсем. Вĕсен хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, спортпа туслисем ытларах. Центр ĕçченĕсем хăнасене сывлăха çирĕплетмелли, кăмăла хăпартма пулăшакан мел-меслетсемпе паллаштарнă, усăллă канашсем парса ватă çынсене тухтăрсем сĕнекен кашни кун тумалли хусканусене кăтартнă. Выртан каска мăкланать, тенĕ чăвашсем. Хускану вара сывлăха çирĕплетме пулăшать.

Çак кунсенче центрта тата тепĕр мероприяти иртнĕ - кăмăл пуррисене Алина Константинова хĕрлĕхĕн курăкне (Иван-чай) ферментацилесе хатĕрлеме вĕрентнĕ. Çак мел курăк тутине чейре техĕмлĕрех тăвать теççĕ, тата çапла типĕтнĕ пур курăк та усăллăрах, иккен. Хĕрлĕхĕн курăкĕ нумай чир-чĕре сиплет, иммунитета çирĕплетет, çакăн пирки кĕске лекци пулнă хыççăн кашниех хĕл валли мĕн-мĕн курăкĕ пухни, вĕсене ăçта тата мĕнле упрама хуни пирки каласа панă.

«Ĕлĕк асаннесемпе кукамайсем питĕ нумай курăк татнă. Вăрмантан, çырмаран пухса килнĕ, паянхи пек лавккаран туянман. Кашни курăк мĕнрен те пулин сиплет. Паян курăксене палласах та каймаççĕ, çамрăксем анчах мар, ваттисем те. Кун йышши лекцисем питĕ кăмăла каяççĕ – пĕрре çынсемпе тĕл пулса калаçан, тепре усăллă информаци пĕлсе тухан кашнинчех. Эпир хаваспах çÿретпĕр çак центра, мероприятисем пурте усăллă, кăмăллă иртеççĕ», - теççĕ пĕр саслăн тивĕçлĕ канурисем.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1