Кĕркунне ылтăн сăрăсемпе куçа илĕртет. Илем анчах мар, ĕçĕ те хутшăнать - тавралла кавир пек сарăлса выртакан чăштăр-чăштăр çулçăна пуçтармалла.
Кĕлĕмкасси шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем территорине таса, хăтлă та илемлĕ тытма хăнăхнă. Хальхинче те кĕрхи субботнике пурте туслăн тухнă.
Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр тенĕ. Йышпа пĕрле кирек мĕнле ĕç те кал-кал пырать. Субботнике пуçламăш классенче вĕренекенсем те хутшăннă, вĕсем çулсемпе крыльца умĕнчи лаптăка шăлса тасатнă. Аслисем çулçăсене кĕрепленĕ, туратсене пуçтарнă, михĕсем çине çÿп-çап пухнă. Шкул ĕçченĕсем йывăçсен хăрнă турачĕсене касса тирпейленĕ.
Уçă сывлăшра пĕрле ĕçлени, тăван шкул картишĕ тирпейлĕ пулни пурне те питĕ лайăх кăмăл-туйăм, хастарлăх кÿнĕ.
Октябрь 2026 |
