НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăваш чĕлхине сăвапласа

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 13:37 Просмотров: 1

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕнче «Чăваш чĕлхине сăвапласа кĕвĕленĕ кĕлĕ» ятлă мероприяти иртнĕ.

Юрий Сементер поэтăн сăввинчи йĕркесем Александр Осипов композитора çак программăна хатĕрлеме хавхалантарнă. Илемлĕ йĕркесене Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ Владимир Семенов вуланă.

«Чăваш чĕлхине сăвапласа кĕвĕленĕ кĕлĕ» ярăмра чăваш чĕлхи тĕрлĕ тапхăрта епле аталанса пынине кăтартса панă, тĕрĕк тымарĕсене упраса хăварма пултарнă чăваш халăхĕпе мăнаçланни сисĕннĕ.

Мероприятие Владимир Семенов артистпа пĕрле тимлекен Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем те хутшăннă. Ку йышра театрăн тĕп режиссерĕ тата чăваш халăх артистки Наталия Сергеева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕсем Александра Зайцева тата Николай Сергеев пулнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1