НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Шурăмпуç кайăкĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 13:54 Просмотров: 1

Анатолий Ырьят

Повесть

Вĕçĕ

- Тупăка илсе тухма вăхăт, - пĕлтерчĕ Лисук аппа. - Володя, ăçта эсĕ?

Иван ашшĕне шырама пăлтăра тухса кайрĕ, тупаймарĕ. Урамра кĕпĕрленсе тăракан çынсем те курман вăл урама тухнине. Иван пахчана чупса тухрĕ, унта та çук. Ĕне хупакан карта алăкне уçса ячĕ те аран-аран тухакан сассипе: «Атте!» - теме çеç пултарчĕ.

Картишĕнче тăракан арçынсем Иван сас панă тĕлелле чупрĕç. Картара... нумаях пулмасть чунĕ тухса кайнă Владимир вилли çакăнса тăрать. Кÿршĕ арçынни ăçтан-тăр çĕçĕ тупса пăява касса ячĕ, виле çĕр çине персе анчĕ...

Сĕре шăрăх кунсем тăраççĕ пулин те, Августинăна тепĕр икĕ кунран кăна мăшăрĕпе çума-çумăн пытарчĕç. Масар çине пĕтĕм ял халăхĕ пухăннă тейĕн. Вилтăприсене майласа пĕтерсен Иван пухăннă халăха кăштах тăхтаса тăма ыйтрĕ. Кĕсйинчен конверт кăларчĕ те: «Пире пытарнă хыççăн кăна вулама ыйтатăп», - тесе çырнине вуласа пачĕ. Аллисем чĕтреççĕ хăйĕн, куçĕнчен шăпăртатса куççуль юхать. Кăштах лăпланнă пек пулсан (лăпланнă тенĕ сăмах та вырăнсăр çак самантра) ашшĕ çакăнса вилес умĕн çырса хăварнă çырăва вулама тытăнчĕ.

«Юратнă атте-анне, Иван, Зоя, Полина! Хисеплĕ ял халăхĕ! Турă каçарма пултарайман çылăхсене каçарттарас туйăмпа хам çине алă хуратăп.

Пĕлетĕп эпĕ, леш тĕнчере те маншăн каçару пулмĕ. Августинăна, пирĕшти пек таса чун-чĕреллĕ шурăмпуç кайăкне эрехле сутса ĕçрĕм. Эрех ĕçме те хамах вĕрентрĕм, унăн чысне те хамах вараларăм, таптарăм. Çук, çак çутă тĕнчере чĕррисемпе юнашар утса çÿреме вăй-халăм çитмест. Çук, мана юратнă мăшăрăмпа юнашар пытарни те тивĕçсĕр. Эпĕ Августина чĕрни хушшинчи тасамарлăх тĕшне те тăмастăп. Унăн çылăхсăр чунĕ сирте упранать, ачамсем. Тархасшăн, ан манăр хăвăра чун панă пирĕштие. Таса чунлă пулма тăрăшăр, çемье тĕрекĕшĕн, арçынпа хĕрарăм хушшинчи таса юратушăн кĕрешĕр. Мана манса кайсан та çылăх пулмĕ, аннĕре кăна манса ан кайăр. Вăл сирĕншĕн - пурнăç çăлтăрĕ пулса тăтăр. Ман айăпсене пула пуçтарăннă унăн çылăхĕсене пурне те хам çине илетĕп. Тĕрĕс, эпĕ те вăхăтĕнче çынлăхран тухнă этем пулман. Манăн пурнăç та, валакран шыв юхнă пекех, шăнкăртатса юхатчĕ. Мĕнле телейлĕ çынсемччĕ эпир Августинăпа! Çук вĕт, «симĕс çĕлен» манăн чĕрене ала пекех шăтарчĕ, таса юна ĕçрĕ. Унпа кĕрешме кăмăл çирĕплĕхĕ çитмерĕ çав. Хама кăна мар, Августина пурнăçне те тĕп турăм. Чуна уçса каланă юлашки сăмахсене ăшăрсене хывăр, каçарма вăй-хал çитерейсен - каçарăр. Сыв пулăр, ачамсем! Сыв пулăр, атте-анне! Усалпа ан асăн, ял халăхĕ! Владимир».

Çапла, çут тĕнчене пурăнма килнĕ шурăмпуç кайăкĕ, август уйăхĕнчи шап-шурă тĕтреллĕ ир леш тĕнчене ăсанчĕ. Çылăхсăр чуна ытла та пысăк çылăхлă çутă тĕнчере вырăн тупăнмарĕ. Вăл, читлĕхрен ирĕке тухнă кайăк, çылăхлă пурнăç çулăмĕпех çунса вилчĕ. Тен, унăн вырăнĕ çăтмах пахчинчех пулмалла-тăр. Турă çырнă пек. +апла пултăрччĕ.

Пилĕк минута яхăн масар çине пуçтарăннă ял халăхĕ хускалмасăр хытса тăчĕ. Ватти-вĕтти, арçынни-хĕрарăмĕ тарăн шухăша путрĕ. Тĕксĕм пĕлĕтсем хушшинчен хăтăлса тухса асамлă хĕвел пайăркисем йĕри-таврана сасартăк илемлетсе ячĕç, пурнăç малалла тăсăлнине систерчĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1