Елена Андреевна Иванова-Фомина 1951 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Савкка ялĕнче çуралнă. Хĕрача шкул çулне çитсен вĕсен çемйи Çĕнĕ Кĕлĕмкассине пурăнма куçать. Пĕлÿ илме вăл 10 çул хушши Канаш районне кĕрекен Янкăлч ялĕнчи вăтам шкула çÿрет. Сăвă çырас туртăмĕ шкул вăхăтĕнчех палăрнă унăн, анчах çамрăклах чĕре витĕр шăрçаланă йĕркисене пичетлесе çутта кăларма май килмен.
1985 çулта Елена Андреевна Михаил Фоминпа мăшăрланса Тăвай районĕнчи Нÿшкасси ялĕнче пурăнма тытăнать. Тăвай енĕн илемлĕ вырăнĕсем вара сăвăçа поэзи тĕнчине туртса кĕрсех каяççĕ. Пуçласа ун илемлĕ хайлавĕсем Тăвай районĕн «Ял ĕçченĕ» хаçатĕнче 1990-мĕш çулсенче пичетленеççĕ. 2014 çулта поэтăн пĕрремĕш кĕнеки кун çути курать, вăл Шупашкарти пичет çуртĕнчен «Кăмăлăма ятăм ирĕке» ятпа пичетленсе тухать. Унтанпа вăхăт нумаях та иртмен темелле – Елена Иванова-Фоминан кăçал пиллĕкмĕш кĕнеки вулакансен аллине лекрĕ% «Пурнăç çулĕпе» ятпа тухнăскер, вăл пире авторăн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе паллаштарать. 400 страницăллă кĕнекере поэт тăван тăрăха, Тăван çĕршыва, амăшне, юратăва, шăпана халалланă сăввисемсĕр пуçне ытти халăхăн паллă поэчĕсен хайлавĕсен куçарăвĕсем, пурте юратакан вырăс юррисен чăвашла йĕркисем, ятарласа юрă валли çырнă текстсем вырăн тупнă.
Поэт пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашас тесен ун кĕнекисене вулавăшсенче шыраса тупма пулатех. Асăннă сăвă пуххисемсĕр пуçне унăн 2017 çулта «Чĕре тапать-ха… Чун юрлать!», 2021 çулта – «Телейсĕр мар эп», 2024 çулта – «Ахальтен пулман эп пурнăçра» кĕнекисем 150-шар экземплярпа пичетленсе тухнă.
«Эп поэт мар, мана Турă кăна кăшт çеç чуптунă», - тет автор. Анчах та ун сăввисемпе паллашсан Йĕпреç çĕрĕ чăн-чăн талантлă та сумлă сăвăçа кун çути парнелесе лăпкаса устернине уççăнах курма пулать. Пирĕн вара ун илемлĕ сăввисемпе киленсе автора малалла та ÿсĕмсем тума, çĕнĕ кĕнекесем кăларма ăнăçу сунмалли çеç юлать.
Эльвира Анисимова
Чăваш Енĕм
Чăваш Енĕм! Чунăмçăм, хĕвелĕм!
Эсĕ ман кунçулăм, ман хăват!
Ман чĕре таппи, ман чун хĕлхемĕ,
Тÿпене çити çĕклен çунат.
Сан çине пăхса епле киленмĕн?
Сăрт-тăву, шыву, вăрманусем!
Тÿпере шăранакан хĕвелĕн
Йăлтăркка, çап-çутă шевлисем.
Куç виçми çаран, çеçкеллĕ улăх,
Ырăран та ырă çыннусем,
Сар хĕвел ансан çап-çутă уйăх,
Юратма чĕнен çăлтăрусем.
Эй, эс ман юратнă Чăваш енĕм!
Эй, эс ман юратнă тăван ен!
Манăн шанчăк, иксĕлми телейĕм,
Нихăçан та тухмăн чĕререн.
Çаксене мĕнпе-ха улăштарăн?
Çаксене мĕнле майпа манан?
Кам шутлать-ши урăхла, мăнтарăн?
Çаксем пурте, пурте, пурте ман!
Чăваш ен, санпа эп мухтанатăп,
Мухтанатăп çепĕç чĕлхÿпе.
Ырлăх-сывлăх, çут телей сунатăп,
Пурăнатăп сан тивлетÿпе.
Эп санпа пĕрле çÿреп паян та,
Пĕр санпа кăна çак çĕр çинче.
Сутăнман эп, сутăнмăп нихçан та,
Санпа çеç телейлĕ ман чĕре.
Ан кулян, аннеçĕм
Ан кулян, аннеçĕм, макăрмастăп,
Савăнăç куççулĕ ман куçра.
Эпĕ килнĕ, пур эп, пурăнатăп
Эсĕ парнеленĕ пурнăçра.
Улăхри чечек çинче пыл хурчĕ...
Çаксене кураттăм-и вара?
Иккĕн ларнă çĕмĕрт çеçке çурчĕ
Ак кăçал та пирĕн пахчара.
Тухăçра хĕвелĕн кустăрми те
Чунăма çĕклет çул тÿпене.
Кăварланнă пĕлĕтсен пуххи те
Тухатлать ман чăрсăр чĕрене.
Сан çинчен ман сăвă шăрçаласчĕ,
Юлтăрччĕ вăл ĕмĕр-ĕмĕре.
Хам кайсан та каласах тăрасчĕ
Çĕр çинче анне чи кирлине.
Сан çинчен вара никам та манмĕ,
Пурнăçра эс пулăн чи хакли.
Эп кайсассăн улăхĕ, çаранĕ
Юрă-кĕвĕ хывĕ сан валли.
Тепĕр чух чуна-çке питĕ йывăр,
Туйăнать тухса каяс пекех.
Ан кулян, аннеçĕм, лăпкă çывăр,
Пурнăç пулнă, вилĕм пулатех...
Телейлĕ пул, савниçĕм
Пĕр саншăн чун сурать, савни, пĕр саншăн,
Мĕн иртнине калле тавăрайманшăн.
Хальхи пек астăватăп: çуркуннеччĕ,
Ял варринче яш-кĕрĕм сĕр! сĕрлетчĕ.
Хапха умне çити-çке ăсататтăн,
Чи ăшă сăмахсем мана калаттăн.
Санпа мана çут уйăх саламлатчĕ,
Юратупа тулли телей сунатчĕ.
Кăкру çине ачашшăн тайăнаттăм,
Хам юратни çинчен сана калаттăм.
Ялан пĕрле пулма тупа тусаччĕ,
Ман чĕрере пĕртен-пĕр эс кăначчĕ.
Сана вара тата тепри куç хывнă,
Телейĕме туртса илме шут тытнă.
Эс тепринпе кайсан – телей арканчĕ,
Шăнкрав сасси чуна çурса антарчĕ.
Телейлĕ пул, телей кăна сунатăп,
Телейлĕ пул, савниçĕм, эп чăтатăп.
…Хальхи пек астăватăп - çуркуннеччĕ.
Кĕркуннепе телейĕм ман вĕçленчĕ.
Эс ман Турă панă шăпа
Ун чух çуркуннеччĕ, сирень чечекреччĕ,
Телейлĕччĕ çамрăк чĕре.
Вĕçме çунат сарнăн, тытса алла аллăн
Çÿреттĕмĕр иккĕн пĕрле.
Хĕвел пытансассăн, çут уйăх тухсассăн
Пире йыхăратчĕ Йăмра.
Хаваслă яш-кĕрĕм пăхса ăмсанатчĕ
Телейлĕ хитре мăшăра.
Сип-симĕс хăвалăх, çап-çамрăк çăкалăх,
Пĕри тепринчен хитререх.
+ÿлти çăлтăрсем те, çурхи чечексем те
Сана çитейместчĕç пĕрех.
Çулсем çавра çил пек вĕçсе
иртсе кайрĕç,
Телейĕмçĕм ман хам çумра.
Çумра ачасем те, çумрах мăнуксем те...
Эс ман Турă панă шăпа.
КУÇАРУСЕМ
Сергей Есенин
Шеллеместĕп эпĕ,
макăрмастăп…
(«Не жалею, не зову, не плачу…»)
Шеллеместĕп эпĕ, макăрмастăп,
Иртни юлнă, пулманпа пĕрех.
Лÿчĕркерĕ ватлăх – кулянмастăп,
Пурпĕр çамрăк пулас çук текех.
Лăплансамччĕ ĕнтĕ эс, чĕреçĕм,
Эп пĕлеп, сана та çăмăл мар.
Шурă хурăнлă çемçе çеремĕ
Йыхăрать пулсан та _ мана мар.
Ламса кăмăл сайраран кăна-çке
Хускатать хĕрÿллĕ туйăма,
Ейÿ пек капланнă вăй-хала та
Çулсене валеçнĕ пайласа.
Илĕртмест халь ним те, чунăм хытнă,
Иртнĕ вăхăт тĕлĕкре кăна.
Ах, ăна епле тытса чарайăн,
Урхамах пек иртрĕ васкаса.
Пĕр вилсен тăпра пулса тăратпăр,
Майĕпен симпыл юхса пĕтет.
Пурпĕрех килнишĕн савăнатпăр,
Мĕн чул панă, панипе çитет.
Шурă юрлă (Белым снегом)
Сăвви Г. Варшавскин,
кĕвви Е. Родыгинăн
Шурă юрлă, çил-тăманлă
Сивĕ хĕл хупларĕ пирĕн сукмака.
Сахал мар-çке çума-çумăн
Сукмак тăрăх утнă алран-ал тытса.
Аса ил-ха, савнă тусăм,
Аса ил-ха юрататăп тенине.
Мĕншĕн, мĕншĕн тупа турăн,
Мĕншĕн мантăн юратуллă каçсене?
Сана кĕтрĕм, сана чĕнтĕм,
Саншăн çунтăм тĕттĕм вăрăм çĕрсенче.
Шурă юрĕ ÿкрĕ, ÿкрĕ
Çухатса эс чĕнтĕрленĕ йĕрсене.
Çырма урлă кĕпер сарнă,
Кĕпер урлă тек нихçан та каçас çук.
Тахçанах мана эс маннă,
Эп сана, савни, нихçан та манас çук.
Шурă юрлă, çил-тăманлă
Сивĕ хĕл хупларĕ пирĕн сукмака.
Сахал мар-çке çума-çумăн
Сукмак тăрăх утнă алран-ал тытса.
Октябрь 2026 |
