Çĕмĕрле округĕнче браконьерсен ушкăнне тытса чарнă. Вĕсен çумĕнче икĕ хир качакин тушки пулнă.
Чĕрчунсен тĕнчине сыхлакан дирекци инспекторĕсем машинăна тĕрĕслеме чарнă. Салонра водитель тата пассажир пулнă. Вĕсен çумĕнче сунар пăшалĕ, каçхине курмалли хатĕр тата сасăсăр пемелли хатĕр тупнă. Пассажирăн пăшалпа усă курма ирĕк те пулман.
Ку кăна мар-ха. Чи интереслине инспекторсем машина багажникĕнче тупнă. Михĕсенче икĕ хир качакин вакланă тушки выртнă. Вĕсене пеме ирĕк паракан документ вара «сунарçăсен» пулман.
Операци вăхăтĕнче инспекторсем иккĕмĕш машинăна та чарнă. Вăл тарма хăтланнă. «Лада Вестăна» виçĕ сехетрен тытса чарса полици уйрăмне илсе килнĕ. Унта та хир качакин тушкин пайĕсем пулнă.
Наци сайтĕнчен
Октябрь 2026 |
