Çăкалăхри Раççей Геройĕн Леонид Константиновăн ячĕпе хисепленекен шкулта иртнĕ кунсенчен пĕринче хăнасем пулнă, кунта вĕренекенсемпе Чăваш Тимешри тус-тантăшĕсем тĕл пулса калаçма тĕллев тытнă иккен.
Чи малтанах ачасем шкул музейĕнче экскурсире пулнă. Кунта вĕсене историпе обществознани учителĕ Надежда Исакова кĕтсе илнĕ, музей историйĕпе, кунта упранакан экспонатсемпе, документсемпе, сăнÿкерчĕксемпе паллаштарнă, Раççей Геройĕн ятне тивĕçнĕ, пĕтĕм çĕршывăмăр чысĕпе мухтавĕ пулса тăнă хисеплĕ ентеш Л.С. Константинов ĕçĕ-хĕлĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа панă, музейра яланлăхах чыслă вырăн тупнă япалисене кăтартнă. Ачасене кăсăклантараканни çав тери нумай пулнă кунта. Вĕренекенсем Геройăн çемйинчен илсе килсе музея вырнаçтарнă экспонатсем патĕнче уйрăмах вăрахчен чарăнса тăнă, хăйсене интереслентерекен ыйтусене пама та вăтанса тăман. Надежда Валерьевна кашнин ыйтăвне туллин хуравлама, ку таранччен пĕлменнине ăнлантарса пама тăрăшнă.
Икĕ шкул ачисен тĕлпулăвĕ ăшă, кăмăллă лару-тăрура иртнĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшнă.
Октябрь 2026 |
