Туçа ялĕнче пурăнакан Ираида Васильевна Ильина тĕлĕнмелле пултаруллă, хастар чĕреллĕ, аталанма пăрахман, паянхи кунпа тан утса пыракан чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ. Ăна районта та, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Ахах» халăх фольклор ушкăнне йĕркелесе ертсе пыракан хĕрарăм тăван халăх йăли-йĕркине аталантарас, юрри-ташшине упраса хăварас, вырăнти фольклора чĕртсе тăратас тĕллевпе калама çук пысăк ĕç тунă. Ун пек çынсем пирĕн йышра пур пулсассăн та, çапах та питĕ сайра.
Мĕншĕн ун пирки калаçу хускатрăмăр-ха эпир? Сăлтавĕ пурах! Ылтăн кĕркунне, Пукрав уявĕнче çут тĕнчене килнĕ Ираида Васильевна 70 çул тултарчĕ.
Ираида Ильинана пĕлекенсем унра ик-сĕлми хастарлăх, ĕçченлĕх, пултарулăх тапса тăнине палăртаççĕ. Пурнăçа юратма пĕлнипе вăл çынсене хăй патне туртать. Вăл нумай çул Туçари культура çуртĕнче вăй хурса унăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă.
Шкул пĕтерсенех çамрăк хĕр клуба ĕçлеме вырнаçнă. Çулталăк иртсен районти фестивале хутшăнма ялти çамрăксене пухса номерсем хатĕрленĕ май, шăп паян пурте пĕлекен «Ахах» фольклор ушкăнĕ йĕркеленсе кайнă. Вырăнти фольклора пухма тесе ялти ватăсенчен нумай тĕпчесе ыйтса пĕлнĕ. Çак ĕç те культура ĕçченĕн чунĕнче çĕнĕ хĕлхем чĕртнĕ. Ансамбль пултарулăхĕ çултан çул аталанса, репертуарĕ пуянланса пынă. Районта иртекен пултарулăх коллективĕсен фестивалĕсене кашни çулах пĕр сиктермесĕр хутшăннă туçасем. Унсăр пуçне Туçара йăлана кĕнĕ халăх уявĕсене тĕпчесе, сценарисем калăпласа ĕлĕкхи йăласене халăх умне кăларнă: «Туй», «Çĕнĕ хăта», «Çăварни», «Мăнкун», «Раштав» тата ытти те.
Сцена, юрă-кĕвĕ, пĕр йышри туслă коллектив Ираида Васильевнăна пысăк хавхалану парать. Хăв суйласа илнĕ ĕçе чун-чĕререн юратсан, вăй-хал тапса тăрать, çунат хушăнать, татах та пултаруллăрах, тăрăшуллăрах пулас килет теççĕ. Чăнах та çапла. «Ахах» ушкăнăн чапĕ хамăр тăрăхра тата республика шайĕнче çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче те сарăлнă. Пултаруллă артистсем тĕрлĕ фестивальсене хутшăнса таçта та çитсе курма ĕлкĕрнĕ. ,ненес те килмеç, анчах та пĕлтĕр «Ахах» йĕркеленнĕренпе çур ĕмĕр çитнине сумлăн уявларĕ коллектив. Чылай çĕршыв шайĕнче, регионсем хушшинче иртекен мероприятисенче республика чысне хÿтĕлесе дипломсемпе хисеп хучĕсен шучĕ те çук ĕнтĕ. «Ахах» фольклор ушкăнĕ «халăх» коллективĕ ята 1991 çулта тивĕçни çак ушкăн чăнах та пултаруллă пулнине çирĕплетет.
Ял малашлăхĕшĕн чăннипех те чунпа çунса тăрать Ираида Васильевна, ыттисене те хăйĕн хыççăн чĕнсе хастар та маттур пулма ыйтать. Ялти культура вучахне сÿнме парас килмест унăн, çавăнпа та пултарулăх ĕçне çамрăксене явăçтарма майсем шырать. Акă нумай пулмасть çамрăк ăрăва пуçтарнă опыта парса, вăрентсе хăварас тĕллевпе «Ахах» çумĕнче «Хунав» ушкăн йĕркеленĕ, унта шкул ачисем çÿресе чăваш йăли-йĕрине, фольклорне вĕренеççĕ, юрă ăсталăхне туптаççĕ. «Ахах» фольклор ушкăнĕнче хăйĕн пекех ĕçе чĕререн парăннă çынсем пурри, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, тĕрев парса пыни, тăвансем пек туслăхра пурăнни Ираида Васильевнăшăн чи хакли.
Ираида Васильевна Хĕрарăмсен ялти канашĕн ертÿçи те, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ те. Хăйне шанса панă пур «лава» та тивĕçлĕн туртса пырать вăл. Унăн шухăшне, сĕнÿ-канашне ял-йыш хисеплет. Ираида Ильина тăрăшнипе ялти культура çуртне çĕнетсе хăтлăлатас ĕçсене пурнăçлама май килнĕ. Клуба шалтан та, тултан та пĕтĕмпех çĕнетсе майланă. Культура çурчĕ умне брусчатка сарса хăтлăлатнă, астăвăм вырăнне çĕнетнĕ. Урамра сцена туса лартнă. Кăçал инвентарь хумалли тата артистсене хывăнса тăхăнмалли вырăн туса лартма май килнĕ. +авăн пекех ялта ача-пăча площадкине те вырнаçтарнă.
Çĕршывăмăрта ятарлă çар операцийĕ пуçлансан хĕрарăм чĕри, паллах, чăтайман. Ираида Васильевна тăрăшнипе ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшу парас тĕллевпе ялта «кикимора» çыхакан пункт ĕçлесе кайнă.
Ираида Васильевна мăшăрĕ Николай Васильевич та юрра-ташша ăста пулнă. Пĕр-пĕриншĕн яланах тĕрев те шанчăк пулнă вĕсем. Шел пулин те, килхуçин ĕмĕрĕ кĕске килсе тухнă... Темле йывăр пулсан та, шăпа çырнинчен иртме çук.
Çемьере икĕ ывăл çуралса ÿснĕ. Вĕсем сцена çинче ÿснĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Александр, Чăваш филармонийĕ çумĕнче йĕркеленĕ «+авал» пултарулăх ушкăнĕн солисчĕ. Кинĕ Люба та çавăнтах. «Çавал» ансамблĕн шăпчăкĕсем Александр Николаевичпа унăн мăшăрĕ Любовь Евгеньевна - чăннипех те пултаруллă та пĕр-пĕринпе ки-лĕштерсе, тăван культурăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пĕрле туса пыракан илемлĕ те килĕшÿллĕ мăшăр пулнишĕн савăнать Ираида Васильевна. Кинне хăйĕн хĕрĕ пекех юратать вăл, аслă ывăлне лайăх мăшăр лекнĕшĕн савăнать, ылтăн кин тесе мухтать.
Ильинсен тепĕр ывăлĕ Сергей Мускавра тĕпленнĕ, вăл юрист. Ансамбле укçа-тенкĕпе нумай пулăшу парать вăл. +авăн пекех ялти уявсене, спорт мероприятийĕсене ирттерме те яланах нухратпа тĕрев парса пырать.
Мăнукĕсем те аслашшĕпе асламăш тата ашшĕпе амăшĕн çул йĕрĕпе кайнă, иккĕшĕ те музыка училищинче вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Фольклор енĕпе аталанаççĕ, хăйсен ĕçне юратса тăваççĕ. Коля мăнукĕпе Саша ывăлĕ «Ахах» ушкăнĕнче шутланаççĕ, уявсенче, юрă конкурсĕсенче пĕрле пулма тăрăшаççĕ.
Ывăлĕсенче, мăнукĕсенче ырă та çутă малашлăх курса тăрать Ираида Васильевна, вĕсен çулĕсем яланах уçă та тумхахсăр пулччăр тесе мехел Турăран ыйтать.
Тăрăшуллă та курăмлă ĕçсемшĕн Ираида Васильевнăн Тав хучĕсемпе Грамотăсем чылай. Унăн курăмлă çитĕнĕвĕсене пысăк хак парса «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ятпа чысланă. Вăл тăрăшса пынипех ялти клуб «Ял тăрăхĕнчи чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕ» ята тивĕçнĕ. Çавăн пекех Ираида Васильевнăна «Культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ» Хисеп хучĕпе наградăланă тата ытти те. Чи паха награда вара уншăн - ял-йыш ăна хисеплени. Ку вара, чăнах та, çапла. Мĕншĕн тесессĕн Ираида Васильевнăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван тăрăхшăн, ял-йышшăн, ентешĕсемшĕн тăрăшнипе çыхăннă. Канăçлăхпа лăпкăлăх пурнăç ăна валли мар тейĕн. Ĕçре, пулăшура, ял-йыш хушшинче вĕрет унăн пурнăçĕ. Çапла хушать ăна унăн чĕри, урăхла пултараймасть вăл.
Ял-йыш, «Ахах» фольклор ушкăнĕ ялти чи хастар та пултаруллă, кăвар чĕреллĕ Ираида Васильевнăна юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, вĕçĕ-хĕррисĕр телей-савăнăç сунать. Пултарулăх лаççинче эсир чĕртсе çутнă кăвайт çути, Ираида Васильевна, нихăçан та ан сÿнтĕр, мĕн палăртнине, ĕмĕтленнине çитмелле пултăр!
Анна Михайлова
Октябрь 2026 |
