НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хастарсен тепĕр ушкăнĕ чăмăртанчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 09:09 Просмотров: 18

Ку эрнере, юпан 27-мĕшĕнче, Хумри Ишек ялĕнче хÿтĕлев карри çыхакан пункт ĕçе пикенчĕ. Сăмах май каласан, Хурамал тăрăхĕнче ку тăваттăмĕш волонтерсен ушкăнĕ.

Хумриишексене ытти ялсенче салтаксене пулăшас ĕç хĕрсех пыни хăйсене те ырă ĕçе хутшăнма хавхалантарнă. Сетьсене çыхмалли вăрттăнлăхсене, ĕçе пĕтĕмĕшле мĕнле йĕркелесе пымаллине Чăрăшкассинчи пунткăн старости Анатолий Илларионов тĕплĕ ăнлантарса панă тата кунта  тăрăшакан хĕрарăмсене карă çине çыхмалли эрешсене тума, ытти вак-вĕт ĕçсене вĕрентнĕ. Ĕçе анчах пикенекенсен тем тĕрлĕ ыйту та сиксе тухать, паллах. Çĕнĕ йыша тăнă волонтерсене чăрăшкассисем вăй çитнĕ таран пур енĕпе те сĕнÿ-канаш пама хатĕр.

Хумриишексен пуçарăвне Хурамал тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов ырланă, тухăçлă ĕçлесе пыма ăнăçу суннă.

Хурамал тăрăхĕнчи волонтерсен пункчĕсем, ытти тăрăхрисемпе танлаштарсан, «çамрăк», çавах та йышĕпе тата çын шучĕпе илсен, вĕсем - пĕрремĕшсем. Кÿршĕсенчен ырă тĕслĕх илсе, хăйсем те пулăшăва тÿпе хывасшăн кунти ырă чунлă та вĕри юнлă халăх. Хумри Ишек пунктĕнче йĕркеленнĕ ушкăн Тăван çĕршыв интересĕсене хÿтĕлекен салтаксене çĕнтерĕве çывхартма, фронтри ентешсен пурнăçне çăлса хăварма пулăшас ĕçе пикенчĕç ĕнтĕ. Апла тыл вăйĕ тата çи-рĕпленчĕ теме те юрать.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1