НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ыркăмăллăх пĕр кунлăх кăна мар - ĕмĕрлĕх

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 09:18 Просмотров: 14

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене +ĕнтерĕве туптама пур енлĕн пулăшма тăрăшать паян та харсăр тыл. Çĕршер, пиншер волонтер ырă ĕçе хутшăнса, мĕн май килнĕ таран хăйĕн тĕревне тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене парать.

Пучинкери 517-мĕш суйлав комиссийĕн членĕсем пĕр шухăшлă пулса, çак кунсенче хăйсен чăн-чăн гражданлăхне кăтартса панă. Вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнса, СВОра аманса госпитале лекнисене сипленме пулăшас тĕллевпе гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе панă. Унта медицинăпа санитари тата гигиена хатĕрĕсемсĕр пуçне сыватмăшра выртакансене  куллен кирлĕ япаласене те - супăньсемпе шампуньсем, шăл щеткисемпе пастисем тата ыттине те чикнĕ. Вĕсемпе пĕрлех унта волонтерсем пекех ырă кăмăллă хĕрарăмсем хăйсен чун-чĕрин ăшшине те хывнă. «Суйлав пулнă та иртнĕ, комисси саланнă», тени Пучинкери хитре инкесене пырса тивмест, вĕсене суйлав яланлăхах туслаштарнă. Халĕ вĕсене фронтпа пĕрле Çĕнтерĕве туптасси, аманнă салтаксене сывалма  пулăшасси пĕр чăмăра пĕрлештерет.

Гуманитари пулăшăвне пухасси малалла пырать, эсир те, пучинкесенчен тĕслĕх илсе,  унта хутшăнма пултаратăр.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1