Пăкăян поселокĕнче пурăнакансем хăйсен пуçарăвĕпе ырă та усăллă ĕç тунă - Заречная урамĕнчи çула майланă.
Çул çинче шăтăк-путăксем пулни, кивĕ сийĕ вырăн-вырăнпа пусăрăнса анни, арканса кайни урама кĕрсе тухма чăрмав кÿнĕ. Çула тĕплĕн юсама «черет» çитессе кĕтсе ларма та пулĕччĕ, анчах та пăкăянсем хăйсен пурнăçне тата ял сăнне лайăх енне паянах улăштарма хăйсен тÿпине хывас тенĕ.
Асфальт тĕпренчĕкне урам хастарĕсем хăйсен шучĕпе туяннă (вунă çуртра пурăнакансем хутшăннă). Иртнĕ канмалли кунсенче çула юсама тухнă туслă йыш хăйсен ĕçĕпе кăмăллă юлнă. Çула йĕркене кĕртнĕ хыççăн вăл палăрмаллах якалнă. Халĕ, вăхăтлăх пулсассăн та, урампа çÿреме меллĕрех те, хăрушсăртарах та. Пăкăянсем пĕрлехи вăйпа тем пек пысăк ĕçе те пурнăçлама май пуррине тепĕр хутчен çирĕплетсе ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕç.
Октябрь 2026 |
