Украинăри ятарлă çар операцийĕнчен тăван ене отпуска килекен салтака кашни ял-поселокрах çывăх çынна кĕтсе илнĕ пекех ăшшăн кĕтсе илеççĕ паян.
Акă Киров территори пайĕнчен çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă паттăр боеца та (паллă сăлтавсене кура, унăн ятне асăнмăпăр) тĕп культура çуртĕнче фронта валли маскировка каррисем çыхакансем ăшă тĕлпулăва чĕнсе илнĕ. Кĕске отпуск хăвăрт шăвать, çемьерен пачах та уйрăлас килмест пулсассăн та, вăл хĕрарăм-амăшĕсен кăмăлне ытарайман, мăшăрĕпе пĕрле клуба килсе кайма вăхăт тупнă.
Хаклă хăнасене кунта хапăлласа, ăшă кулăпа, çепĕç сăмахсемпе кĕтсе илнĕ, салтака ыталаса илсе чун ăшшине парнеленĕ. Ку тĕлпулу фронтпа тыл хушшинчи çыхăну гранит пекех çирĕп пулнине тепĕр хут ĕнентерсе панă. Пĕр туслă çемьери пек ăшă тĕлпулури калаçу нумая тăсăлнă. Тылра канлĕхе пĕлмесĕр вăй хурса, фронтшăн мĕн тума пултарнине йăлтах тума тăрăшакансем салтакран фронтри лару-тăру, хальхи вăхăтра мĕнле пулăшу ытларах кирли çинчен ыйтса пĕлнĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем - айваннисен йышĕнчен мар, йывăрлăхсем умĕнче каялла чакмаççĕ тата никамран та нимĕн те ыйтмаççĕ. Çакна пурте пĕлетпĕр. Анчах Çĕнтерĕве çывхартассишĕн фронтпа пĕрле кар! тăракан тыл паттăрĕсем хăйсене шеллемесĕр çыхса хатĕрлекен хÿтлĕх хатĕрĕсем, кунтан пуçтарса яракан гуманитари пулăшăвĕ ытлашши пулас çук. Çакна малтанах шута илнĕ мероприяти йĕркелÿçисем, пĕр кăмăллă пулса салтакран фронта парса яма посылка хатĕрленĕ.
Чунтанах тав тунă боец тăван ял активисчĕсемпе кĕмĕл çÿçлĕ волонтерсене, тепре тĕл пуличчен пуринпе те алă тытса сывпуллашнă. «Турă упратăрах сире, хÿтĕлевçĕ-салтаксем! Эсир Çĕнтерÿпе чĕрĕ-сывă таврăнасса тÿсĕмсĕррĕн кĕтсе юлатпăр эпир», - тесе ăсатнă салтака клуба пуçтарăннă халăх.
Светлана Быкова
Октябрь 2026 |
