Ирçе Çармăс территори пайĕнче аслă ăрури çынсене хисеплесе паллă кунĕсем çитнĕ ятпа савăнăçлă лару-тăрура чысласси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.
Акă иртнĕ эрнере, тĕрĕсрех каласан, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Çармăсра пурăнакан тыл ĕçченне, ĕç ветеранне Анна Спиридоновна Акшаровăна çуралнă кунĕпе йышпа пуçтарăнса саламланă. Вăл ку тăрăхри чи аслă çулсенчи çынсенчен пĕри, кăçалхи тулăх кĕр кунĕнче 94 çул тултарнă. Çулĕсем, чăнах та, сахалах мар, анчах кам-ха ăна калĕ çав çула çитнĕ тесе? Ара, хăйне халичченхи пекех аван туять, кил-тĕрĕшри кулленхи ĕç-пуçĕсене туса-тирпейлесе пыма та вăй-халĕ çителĕклĕ - хăйне никама та пăхтармасть.
Ял-йыш чунтанах хисеплесе йышăнакан Анна Спиридоновнăн шăпи тĕлĕнмелле интереслĕ çырăнса пынă. Пулни-иртни çине çаврăнса пăхсан, унăн пурнăç опычĕ мĕнешкел пысăккине туйса илетĕн. Ачалăхĕ ытти тантăшĕсенни пекех çăмăл килмен, выляса-кулса савăнас чухне вăрçă хыççăнхи выçлăха, çитменлĕхе тÿсмелле пулнă. Çимелли те, тăхăнмалли те пулман ун чухне. Апла пулсассăн та, Анна аппа хăйĕн пурнăçĕ çапла килсе тухнăшăн никама та ÿпкелемест, чун-чĕринче чи ăшă та çутă асаилĕвĕсене, чи телейлĕ те савăк самантсене кăна упрать. Вĕсем çинчен тăтăшах аса илсе кĕçĕн мăнукĕсене каласа парать. Мĕнешкел йывăр пулнă-çке вăрçă вăхăтăнче! Ашшĕ хастаррисен ретĕнче пулнă, чи малтан фронта ăсаннă. Хĕр пĕрчи амăшне вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă - çемьере 6 ача, пурне те тăрантармалла, ура çине тăратмалла. Çав йывăр саманара ÿсне ытти ачасем пекех Анна та шкул вĕренсе пĕтереймен, ачаллах колхоз ĕçне кÿлĕннĕ, уй-хирте пилĕк авнă, фермăра тар тăкнă. Çитĕнсе çитсе хĕр пулсан, качча тухнă, 5 ача çуратнă. Мăшăрĕпе килĕштерсе пурăннă, пепкисене юратса пăхнă, тĕрĕс-тĕкел пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Халĕ Анна аппан 9 мăнук тата 11 кĕçĕн мăнук. Вĕсем тăван килне хаваслăхпа тултарсах тăнăшăн чунтан хĕпĕртет. «Ачасем - пурнăç чечекĕсем, пăхса ытарма çук хÿхĕмскерсем! - тет вăл савăк кăмăлне ирĕке ярсан. - Вĕсемпе пĕрле чухне ватлăх çинчен вуçех манатăн, ăшă ытама илсе, юратса çупăрлас килет кашнине! Мăнукăмсем - манăн тĕпренчĕкĕмсемех-çке».
Хăйĕн ĕмĕрĕнче 94-мĕш ылтăн кĕркуннене тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ Анна Спиридоновнăна çуралнă кунĕпе Ирçе Çармăс тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков ăшшăн саламланă, ветерана чыс-хисеп туса, Раççей Президенчĕ Владимир Путин ятран саламланă открыткăпа, асăнмалăх парнепе, чечек çыххипе савăнтарнă. Ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсемпе хурăнташĕсем те юлман, Анна аппана ырлăх-сывлăх сунса нумай-нумай çепĕç сăмах каласа хавхалантарнă. Хĕпĕртенипе ветеранăн хăй сисмесĕрех куçĕсем шывланнă. Халĕ вăл, 95 çула ярса пуснăскер, юбилее хатĕрленет.
Светлана Быкова
Октябрь 2026 |
