НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Масар çинче тасатнă

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 09:03 Просмотров: 1

Йăлана кĕнĕ ĕнтĕ çакă, Пучинке ял халăхĕ çуркунне анчах мар, кĕркунне те лайăх çанталăкпа усă круса  масар çинче субботник ирттерет.

Тус-тăванĕсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна тирпейлеме ял-йыш та, ял тăрăх администрацийĕ те хутшăнать. Хальхинче те пĕрле тăрăшнипе пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçлама май килнĕ: çумкурăк çулнă, типĕ туратсем пуçтарнă. Вĕсене çийĕнчех тиесе тухнă. Çум курăк питĕ хăвăрт вăй илсе çĕкленет, çавăнпа та ăна вăхăтра çулмалла. Çуркунне вара кивĕ курăка çулма йывăр, çавăнпа та кĕркунне тăрăшсах пухăнаççĕ масар çине ĕçлеме пучинкесем, паян тумалли ĕçе ырана хăвармаççĕ. «Масар – сăваплă вырăн. Вилтăприсем çинче те, тавралла та тирпей пултăр», - теççĕ субботнике чун хушнипе кашни çул хутшăнакансем.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1