НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Футболла выляса ăмăртнă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 13:44 Просмотров: 1

Эйпеç шкулĕнче вĕренекенсем  спортпа уйрăмах туслă пулнине пĕлетĕр ĕнтĕ эсир. Çакна çамрăк спортсменсем тăтăшах шкулта иртекен тĕрлĕ меро-приятисемпе çирĕплетеççĕ.

Нумаях пулмасть шкулта футболла выляса ăмăртнă. Турнир 2014 çулта çуралнисем тата кĕçĕнреххисем хушшинче иртнĕ. Ăмăртăва 5 команда хутшăннă. Çамрăк спортсменсем командăпа выляма ăста пулнине тата вăйă техникине аван пĕлнине кăтартса панă. Чи маттуррисем те палăрнă: Даниил Лазарев, Михаил Захаров тата Павел Журавлев «Чи лайăх вăйăçă» ята тивĕçнĕ, «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ» титула Антон  Фадеев, Вадим Павлов тата Марк Краснов çĕнсе илнĕ, «Чи лайăх вратарь» ята Азат Шабунина панă. Ачасене спорта явăçтарас ĕçре Наталья Тарасова тренерăн тÿпи пысăк. Вĕрентекен хăй ĕçне чунĕпе парăннине ун вĕренекенĕсем хăйсен спортри çи-тĕнĕвĕсемпе çирĕплетеççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1