НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çумра юратнă çын пулсан таçта та телейлĕ пулăн

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 11:29 Просмотров: 11

«Вăхăт ытла та хăвăрт шăвать-çке, 80 çула çитнине сиссе те юлаймарăм». Çапла пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Чăрăшкассинче пурăнакан, ĕмĕрне шкулта ĕçлесе ирттернĕ Тамара Ивановна Ефремова манпа тĕл пулсан.

Тамара Ивановна шăп та паян, юпан иккĕмĕшĕнче, çуралнă кунне паллă тăвать. Вăл Шăрттан ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. «Анне вунă ача çуратнă, анчах та иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ. Саккăрăн ÿсрĕмĕр, эпĕ çемьере пиллĕкмĕш ача. Аттепе анне ĕçпе пиçĕхнĕ çынсем пулнă, пире те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Паянхи куна ĕнтĕ сакăр пĕртăванран виççĕн тăрса юлтăмăр».

Мĕнле майпа илсе çитернĕ-ха шăпа Шăрттан хĕрне Чăрăшкасси ялне; «Шкул пĕтернĕ хыççăн вĕренме кĕрес тесе Шупашкара кайрăм хĕр-юлташсемпе, - каласа пачĕ Тамара Ивановна. - Анчах та мана университета кĕме икĕ балл çитеймерĕ. Каялла киле таврăнтăм. Çамрăка килте ларни ки-лĕшÿллĕ мар, ĕç шырамалла тесе шутларăм. +ак ыйтупа райисполкома килсе çитрĕм. Кунта мана Чăрăшкасси шку-лĕнче пионервожатăй кирлĕ тесе пĕлтерчĕç. Иккĕлентĕм пулсан та, килĕшрĕм. Çавăнтанпа, 1965 çултанпа ĕнтĕ, кунта тымар ятăм».

Малтанах хĕр ют çĕрте нумайлăха юлап тесе шутламан-ха. Ара хăй çуралса ÿснĕ тăван ялĕ район центрĕпе çумăнах вырнаçнă, 20 минутра çуран утса çитетĕн. +ывăх тăвансемпе юлташсем те пурте унта-çке. Чăрăшкассине çитме вара йывăртарах, çул та, транспорт та пулман паянхи пек. «Ялĕ Йĕпреçрен 20 ытла çухрăмра вырнаçнă, тăррисене улăмпа витнĕ çуртсем нумай, тавралла - вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир», - аса илет ветеран йăл-йăл кулса. Мĕн сăлтавпа хăйĕн шухăшне улăштарнă-ха вăл; Пурăна-киле çĕнĕ туссем тупăннă,  шкул коллективĕ те кăмăла кайнă ăна, хăйне те килĕштернĕ çĕнĕ ушкăнра. Иккĕмĕш сăлтав та пур - çак ялта хăйĕн чун савнă мăшăрĕпе тĕл пулма пÿрнĕ иккен ăна. +акăнта юлнишĕн пĕрре те кулянмасть вăл - çумра юрантă çын пулсан таçта та телейлĕ пулăн!

1969 çулта Тамара Ивановна аслă пĕлÿ илме Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕнĕ, историпе филологи уйрă-мĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулма куçăмсăр майпа ăсталăх пухнă. Алла диплом иличченех, 1971 çултан пуçласа, учитель пулса ĕçлет, ачасене тăван чĕлхепе литературăна вĕрентет. Çапла ялти вĕренÿ çурчĕ хупăничченех иксĕлми вăй-халлă, уçă чунлă Тамара Ивановна ачасенчен çын тăвассишĕн тăрăшнă. «Ачана юратмасан шкулта ĕçлеме кирлĕ те мар, - тет  38 çул шкулта ĕçленĕ педагог. - Ĕç вăл савăнăç илсе килтĕр, ăна тарăхса, кÿренсе тусан кама лайăх тăватăн-ха; Вĕрентекен ача пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Предмет енчен те ăста специалист пулмалла, çавăн пекех воспитатель те, психолог та. Ача мĕнле кил-йышра çитĕннине, çемьере мĕнле йывăрлăхсем пуррине шута илмелле унăн. Миçе çул шкулта ĕçлесе те пĕр япăх ача та пулман ман класра. Паллах, йăнăш тумасăр никам та ÿсмест. Ачана кукăр çулпа çÿресрен, ултав тăвасран вăхăтра асăрхаттармалла, ăна мĕнле те пулин ĕçе явăçтармалла». Ĕç çинчен аса илсен яланах хавхаланса каять чунпа ватăлман педагог. «Чăваш чĕлхи кунне, тĕрлĕ конкурссене мĕн чуххăль хатĕрлемен-ши ачасене, миçе ташă лартман пуль. Уявсене хаваслă ирттернĕ, вĕренÿре те палăрнă вĕренекенсем, колхоза пулăшма тухсан та хастар пулнă. Ачасен çитĕнĕвĕшĕн питĕ савăнаттăм, паян та вĕсен ÿсĕмĕсене пĕлсен чунтанах хĕпĕртетĕп», - тăсать калаçăва ветеран.

Ял халăхĕ хисеплет Тамара Ивановнăна, ачисене вĕрентсе кăларнăшăн тав тăвать. Вĕренсе тухнисем те манмаççĕ, тăтăшах кĕрсе тухаççĕ, вĕрентекенĕн сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ, класс тĕлпулăвĕсене чĕнеççĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн учителе нумай дипломсемпе, тав çырăвĕсемпе палăртнă. Педагогика сферинче тăрăшса ĕçленĕскерĕн Чăваш ССР халăх вĕрентĕвĕн Министрествин, Чăваш АССР çутĕç Министрествин, район администрацийĕн, ВЛКСМ обкомĕн тата ытти ведомство грамотисем чылай унăн. Профессие парăннăшăн, ăсталăхĕшĕн Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерстиви «Халăх çутĕç отличникĕ» значокпа чысланă. Анчах мĕнпур наградăсенчен чи пахи уншăн яланах вĕренекенĕсем пĕлÿре палăрни, çи-тĕнсе çитсе пурнăçра хăйсене тупни пулнă. Паян та çаплах шутлать.

2003 çулта Чăрăшкасси шкулĕ ача сахал пулнăран хупăнать. «Пушанса юлчĕ пирĕн шкул. Иккĕмĕш кил юхăнса тăнипе чунăм ырататчĕ. Коллективпа уйрăлма та йывăр пулчĕ. Эпир питĕ туслăччĕ, тăвансем пекех çывăхчĕ, пур – пĕрле, çук - çурмалла пурăннă. Хĕрĕх çула яхăн пĕрле пулнă вăхăта ăшă туйăмпа аса илетĕп», - хурлăхлă сасăпа каларĕ Тамара Ивановна.

Хастар çын таçта та ĕлкĕрсе пырать. Тамара Ефремовăна ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулма та суйланă. Ку ĕçре те вăл пысăк яваплăхпа, чунне парса ĕçленĕ. Чылай мероприяти йĕркелесе ирттернĕ, хĕрарăмсене хумхантаракан çивĕч ыйтусене татса пама пулăшнă.

Çемьеллĕ çын телейлĕ теççĕ. Çак телее курма ăраскал тухнă Тамара Ивановнăна. Мăшăрĕ районта паллă çын пулнă. Чăрăшкасси каччи Валентин Яковлевич 1989 çултан пуçласа мĕн шкул ĕçлеме пăраххиченех Чăрăшкасси шкулĕн директорĕ пулнă. Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ» кăкăр паллипе наградăланă, çавăн пекех «,ç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ вăл.

Тамара Ивановнăпа Валентин Яковлевич 1971 çулта пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çурт хăпартнă, ача-пăча çитĕнтернĕ. Юратуллă та тĕслĕхлĕ çемьере пилĕк ача çуралнă: тăватă ывăл тата хĕр. Ефремовсен ачисем пурте пĕлÿ илсе пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăраççĕ. Пурте çемьеллĕ ĕнтĕ, хăйсене килĕшекен ĕçсенче тăрăшаççĕ. Çемйисемпе амăшĕн килне хаваспах килеççĕ, çак кунсенче те акă юратнă çыннине юбилейпа саламлама васкаса çитĕç вĕсем. Туслăхпа килĕшÿре ачисене тĕрĕс воспитани парса пă-хса ÿстернĕшĕн Тамара Ивановнăна Ача амăшĕн медалĕпе наградăланă.

2021 çулта ылтăн туй кĕрлеттернĕ хисеплĕ мăшăр. Шел пулин те, пурнăçра савăнăç кăна мар, хуйхă та пулать. Кăçал Тамара Ивановна мăшăрсăр юлни икĕ çул çитрĕ. Юратнă çын сасартăк пурнăçран уйăрлса кайни самаях хуçса хăварнă хĕрарăма. Паян та çак чăнлăха ĕненес, йышăнас  килмест унăн. Ĕçре те, килте те яланах пĕрле пулнă вĕсем, пĕр-пĕрне тĕрев парса пынă, пĕрле ĕçленĕ, пĕрле каннă, пĕрле ĕмĕтленнĕ. «Ун çинчен шутламасăр пĕр кун та иртмест манăн. Питĕ тунсăхлатăп, анчах нимĕн тума та çук. Ачасемпе, мăнуксемпе йăпанатăп ĕнтĕ», - куççульпе тулнă куçĕсене пытарма тăрăшрĕ вăл.

Хĕрĕ Марина ашшĕпе амăшĕн йĕрĕпе кайнă – вăл та учитель, акăлчан чĕлхине вĕрентет. Икĕ кинĕ ача садĕнче ĕçлет. «Кинсем те, кĕрÿ те лайăх манăн, пурне те хисеплетĕп. Пĕр ывăлĕ çемйипе ялтах пурăнать. Ангелина кин Хурамал тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлет. Юнашарах пурăнаççĕ. Ачасем çумра пулни лайăх, пĕччен мар эпĕ. Ĕçсенчен пушансан кин ман пата каçсерен каçса ларать». Мăну-кĕсем çинчен каласа панă чухне Тамара Ивановнăн куçĕсем савăнăçпа тулчĕç: «Манăн вĕсем тăххăрăн. Килсех çÿреççĕ, пулăшаççĕ. Пурне те юратап». Уявсенче Ефремовсен пысăк та хăтлă çурчĕ яланах тулли. Кирек кам килес пулсан та вăл пурне те ăшă кăмăлпа кĕтсе илет. Калаçса ларма вара унпа питĕ кăмăллă, шÿт тума та, канаш-сĕнÿ пама та пултарать. Хуть мĕн пирки калаçу пуçарсан та кирлĕ те вырăнлă сăмах тупать.

Пушă вăхăт халĕ нумай Тамара Ивановнăн. Кил- тĕрĕшри йывăр ĕçсене тума ачисем чараççĕ. «Итлетĕп ĕнтĕ», - йăл кулса илет вăл. Хăй вăхăтĕнче Ефремовсем кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усранă. ,не, лаша тытнă, вĕлле хур-чĕсем те ĕрчетнĕ. Халĕ ытларах ал ĕçпе ларать. Шăтăкла йĕппе диван-кровать çине хумаллисем, урайне сармалли тем чухлех çыхса тултарнă вăл. Тĕрлĕ тĕслĕ çипсенчен чăлхасем çыхать. Вĕсене мăнукĕсене, тăванĕсене парнелет. Тĕрлĕ сăмахкаçмăшсемпе ларса пуçа ĕçлеттерет. Вулама юратать. Тĕрлĕ хаçат çырăнать, районти, республикăри хыпарсемпе паллашсах тăрать. Кĕнекесемпе журналсем илме ялти вулавăша çÿрет. Уйрăмах чăвашла вулама кăмăллать.

Хăйĕн пурнăçĕнче хуняшшĕпе хунямăшĕ пысăк вырăн йышăннине те палăртса хăварчĕ Тамара Ивановна: «Хунямапа хуняç ылтăн çынсем пулнă манăн. Вĕсемпе пĕрле вунпĕр çул пурăнтăмăр. Пĕр сивĕ сăмах та илтмен. Анне-атте тенĕ эпĕ вĕсене хисеплесе. Манăн аслă ачасене анне хăй утьăкка сиктерсе ÿстерчĕ. Эпĕ ун чухне шăп вĕреннĕ, Шупашкара сессисене çÿренĕ. Ачасем шанчăклă алăра пулнипе лăпкă чунпа тухса кайнă. Вĕсем мана нихăçан та ятламан, ÿпкелемен. Пĕлменнине лăпкăн кăна ăнлантарнă. Атте те яланах ырă пулнă манпа. Пире: «Çын сире япăх турĕ пулсан эсир ăна ырăпа тавăрăр», - тесе вĕрентетчĕ. Эпир ваттисем каланине итлеме тăрăшнă, вĕсен сăмахĕнчен иртмен». Çак хисеп паян хăйĕн патне те таврăнчĕ - ачисемпе мăнукĕсен пархатарне курнипе телейлĕ юбиляр.

Анна Михайлова  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1
易歪歪易翻译比特浏览器美洽