Администрацин вĕрентÿ пайĕпе хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе округра СВО салтакĕсене кирлĕ япаласене хăвăрт пухса парас тесе пулăшу акцийĕ йĕркелерĕç. Кун йышши акцисем тăтăшах иртеççĕ. Хальхинче хÿтĕлевçĕсене ĕçлемелли перчеткесем, ăшă нускисем тата нÿрĕ алшăллисем питĕ кирлĕ тесе пĕлтерчĕç.
Ыркăмăллăх акцине Йĕпреç енри мĕнпур шкул, ача сачĕ хутшăнчĕ тени йăнăш пулмĕ, уйрăм çынсем те, тĕрлĕ ĕç коллективĕсем те. Пулăшăва йышăнакан пунктран тăтăшах пĕлтерсе тăраççĕ: Хурамал, Пысăк Упакасси, Йĕпреçри 1-мĕшпе 2-мĕш шкулсенчен, Эйпеçри «Аистенок», Йĕпреçри «Рябинка» ача сачĕсенчен, Березовка администраци-йĕнчен т. ыт. те тулли курупкасем килсех тăраççĕ. Шкул ачисем кирлĕ япаласемсĕр пуçне виç кĕтеслĕ çырусем те çырса илсе килеççĕ, вĕсене те салтаксем питĕ кĕтеççĕ. Çапла, кашни тенĕ пекех, хăйĕн тÿпине ыркăмăллăх ĕçне хывни питĕ кăмăллă, уйрăмах çамрăк волонтерсем пулăшу аллине тăсса пани паха, мĕн пĕчĕклех вĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене пулăшас туртăмпа çунаççĕ пулсан, вĕсенчен лайăх çын пулатех.
Анна Евграфова
Октябрь 2026 |
