НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Юхăм» фольклор коллективĕ - конкурс лауреачĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 08:57 Просмотров: 19

Çĕнĕ Чĕмпĕр хулинче иртнĕ канмалли кунсенчен пĕринче «Кĕр сăри» ятлă наци уявĕ пулнă, унăн программипе килĕшÿллĕн фольклор коллективĕсен конкурс-фестивалĕ те иртнĕ.

Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем пуçтарăннă. Вĕсен сцена çинчи пултарулăхне пăхса хакланă хыççăн,  йышлă коллектив хушшинче пирĕн округри Пучинке ялĕнчи «Юхăм» фольклор ушкăнĕ пĕрремĕш степень лауреачĕн ятне тивĕçни, çавăншăн ушкăна çĕнтерÿçĕ Дипломĕпе наградăлани çинчен хамăр вулаканăмăрсене пĕлтерме питех те кăмăллă паян.

Жюри членĕсем пысăка хурса хакланă пучинкесен юрри-ташшисене, ку çитĕнÿре коллектив ертÿçин Нина Михайлован тÿпи уйрăмах пысăк. Тивĕçлипех мăнаçланатпăр «Юхăм» ушкăна пĕрлешнĕ пултаруллă та талантлă çыннăмăрсемпе. Вĕсене малашне те çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунатпăр!

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1