НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Аннеçĕм, эсĕ – чи хакли…

Категория: Публикации Опубликовано: 30.10.2026, 08:59 Просмотров: 18

Тÿпери хĕвел пекех хаклă та  юратнă аннемĕре, «кукамай», «асанне» ятсене тивĕçнĕ хаклă тăванăмăра –  Кĕлĕмкасси салинче пурăнакан  Ева Алексеевна Петровăна сумлă та чаплă уявпа саламлатпăр. Ялан çамрăк та вашават аннемĕр, паллах, вунçиччĕре! Шÿтлемесĕр  каласан вара – юпа уйăхĕн юлашки кунĕнче вăл 65 çул тултарать.

Çемье, ял, район, республика пурнăçĕнче тем тума та ĕлкĕрекен аннемĕр мĕн пĕчĕкрен кĕрлесе тăракан пурнăç çаврăмĕнче: отряд совечĕн председателĕ, комсорг, дружина ертÿçи пулнă вăл. Тăван çĕршывăн аслă вăрçин  паттăрĕ Антонов Алексей Антоновичпа тылра çĕнтерĕве туптанă Антонина Павловна Антонова çемйинче çуралнă-скер, çав тери хĕрÿ кăмăлĕпе палăрнă. Кĕлĕмкассинчи 8 çул  вĕренмели шкулта ăна  Мадюськина Зоя Кузьминична, Кузнецова Анастасия Ивановна, Егорова Рида Гурьевна (класс руководителĕ) компас пекех тĕрĕс çул кăтартса пынă. Туçари вăтам шкулта Белов Николай Фадеевич, математика учителĕ, малашлăх йĕрне тупма пулăшнă. Тăван тăрăхри вĕрентекенсем сĕннипех аннемĕр  педагог профессине суйласа илнĕ – И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университне пĕтернĕ. Чылай çул хушши Кĕлĕмкассинчи «Теремок» ача сачĕн ертÿçи пулса ĕçленĕ.

Ялан юрă-ташăра малта пулнăскере пурнăç урапи Кĕлĕмкассинчи культура çуртне илсе çитернĕ. Кунти пултарулăх коллективĕсен çĕнтерĕвĕсем çинчен каламăпăр, вĕсем пĕр кĕнекене те кĕреймĕç. Анчах  «Тарават» халăх хорĕ, хĕрсен «Мерчен» ансамблĕ, «Йăлтăм» фольклор ушкăнĕ республикăри, Раççейри конкурс-фестивальсенчен çĕнтерÿпе таврăннине каласа хăвармаллах, мĕншĕн тесен çав çитĕнÿсенче пирĕн аннемĕрĕн тÿпи çав тери пысăк тесе шутлатпăр. Унăн уçă сасси -çав  коллективсен ахах-мерченĕ!

Ева Алексеевнăн обществăлла ĕçĕсене шутласа кайсан –  икĕ алăри пÿрнесем те çитмĕç... Вăл район депутачĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка тетелĕ çыхакан ушкăн координаторĕ, хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ...

Лара-тăра пĕлменскерĕн награда арчи те туллиех% республика тата Раççей шайĕнчи хисеп хучĕсем, медальсем, тата ытти те.

Аннемĕр пулас мăшăрĕпе – Владимир Петровичпа – пĕр класрах вĕреннĕ. Юратса пĕрлешсе вĕсем виçĕ ачана кун çути парса ура çине тăратнă. Шел пулин те – аттен кун-çулĕ вăрăм пулмарĕ. Эпир пурте çемьеленсе хаклă çыннăмăра мăнуксем парнелерĕмĕр. Пурте пĕрле пуçтарăнсан тăван килĕмĕр ача-пăча сассипе тулни аннене чи пысăк савăнăç кÿрет.

Аннемĕр, чунтан юрататпăр сана, хисеплетпĕр! Пуринчен те чи кирлине -  çирĕп сывлăх сунатпăр! Илемлĕ сăну яланах паянхи пек çутă кулăпа çиçтĕр, чĕрÿ телейпе тултăр, ĕçÿсем ăнса пырса савăнтарччăр. Пирĕншĕн эсĕ чи хакли – çавна  ан ман.

Саламласа, Анатолий тата Денис  ывăлĕсем, Наташа хĕрĕ,

икĕ кинĕпе кĕрÿшĕ, 5 мăнукĕ 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1