НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Автотрасса юсавне пуçлăх хăй тĕрĕслесе тăрать

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 11:06 Просмотров: 20

Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов çак кунсенче «Пурнăç валли тăвакан инфратытăм» наци проекчĕпе «Йĕпреç - Березовка - Кудеиха» трасса çинче пыракан тĕплĕ юсавпа, çул-йĕр строителĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ.

Хальхи çанталăк условийĕсем çул юсакансен кăмăлне тивĕçтереççĕ, çавăнпа рабочисем хĕвеллĕ, типĕ тăракан кунсен кашни саманчĕпе туллин усă курса юлассишĕн, ĕçсене графикпе килĕшÿллĕн пурнăçлассишĕн тăрăшаççĕ. Паянхи кун тĕлне илсен, вĕсем автоçулăн 3-мĕш километрĕнче вăй хураççĕ, ку вырăнти çулăн никĕсне хывнă, хÿтлĕх çивиттине сарнă, хĕррине çирĕплетнĕ. Кĕçех тепĕр тапхăр - çула вак чулпа хытарасси, асфальтăн пĕрремĕш сийне хывма хатĕрлесси - пуçланĕ. Подряд организацийĕ, «Воддорстрой» ООО, рабочисемпе йышлă техника вăйне çак вырăнта пĕтĕçтернĕ, халĕ кунта умри задачăсене пахалăхлăн тата вăхăтра пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлеççĕ.

«Ку çул çинчи ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕслесех тăрассине хам çине илнĕ эпĕ, - тесе палăртать Игорь Геннадьевич. - Çулсем яка, пахалăхлă пулни вĕсен шанчăклăхне кăна мар, çул çÿрев хăрушсăрлăхне те палăрмаллах ÿстерет. Çавăнпа ăна юсакан строительсен хăйсен тивĕçĕсене кашни тапхăртах яваплăха туйса, тивĕçлĕн пурнăçласа пымалла. Çакна та аса илтересшĕн% «Водительсемпе çуран çÿрекенсем, эсир те ку çул çине тухсан тимлĕхлĕ те асăрхануллă пулăр, çул çÿрев правилисене пăхăнăр тата строительсене чăрмав кÿресрен асăрханăр».

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1
易歪歪易翻译比特浏览器美洽