Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса кăçалхипе 15-мĕш хутчен йĕркелет. Кăçал ĕçсене авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче йышăнма пуçланă, вĕсене чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕччен кĕтеççĕ.
Конкурс çак номинацисемпе иртет:
«Юратнă кĕнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав». Ку номинацие аслисен те хутшăнма юрать. Çак ĕçре Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кăларăма вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла. Ку номинацире кирек хăш ÿсĕмри вулакансем те хутшăнма пултараççĕ. Анчах Чăваш кĕнеке издательствинче 2019–2026 çулсенче тухнă кĕнекесемпе çеç усă курмалла. Хаклавсене Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электрон почтăпа ярса пама юрать. Çырăва ăсатнă чухне «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе палăртмалла.
Унсăр пуçне çак номинацисем пур, «Юратнă хайлаври чи интереслĕ самант» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк», «Чăваш халăх юмахĕ тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх ÿкерчĕк». Ку номинацисенче конкурса хутшăнакансен кĕнекери пĕр-пĕр саманта ÿкерсе кăтартмалла. «Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла.
Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 809-мĕш пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. Конкурсăн тулли йĕркипе (Положени) Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче (www.chuvbook.ru), «ВКонтакте» страницинче паллашма пулать.
Октябрь 2026 |
