НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хĕрарăм патне çырнă çыру

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 13:51 Просмотров: 1

Сергей Есенин

Письмо женщине

Вы помните,

Вы всă, конечно, помните,

Как я стоял,

Приблизившись к стене,

Взволнованно ходили вы по комнате

И что-то резкое

В лицо бросали мнеĕ

Вы говорили,

Нам пора расстаться,

Что вас измучила

Моя шальная жизнь,

Что вам пора за дело приниматься,

А мой удел _

Катиться дальше, вниз (ĕĕĕ)

 

Анна Тумаланова

Хĕрарăм патне çырнă çыру

Веç астăватăр,

Паллах, веç астăватăр...

Эп тăтăм

Çывхарса стена çумне,

Эсир пит кулянса урай куматтăр,

Сив сăмахсем

Переттĕр ман çине

Эсир пĕлтертĕр,

Уйрăлмашкăн вăхăт.

Йăлт ывăнтăр

Ман шухă пурнăçран.

Пĕлтертĕр, сирĕн халь ĕçлемелле

Ман çул вара -

Ÿкмешкĕн çĕрелле...

Юратнă çын!

Мана пач юратман-çке…

Пĕлмен эсир,

Пăтраннă ушкăнра

Пĕр харсăр юланутçă тапнă евĕр

Эп ĕрĕхнĕ лаша пек кăпăкра...

Пĕлмен эсир,

Эп тĕтĕм-сĕрĕмре

Çил-тăвăлпа пăтраннă пурнăçра

Пит асапланнă тавçăрманнипе,

Ăçта шăпа вĕçет çак вăхăтра?..

Ытла та çывăх чух питпе питсем

Нимех те курăнмасть.

Сулмаклине аякран çеç куратăн...

Тинĕс çинче хум вĕресен

Йĕмелли çеç тăрса юлать карапăн...

Карап-+ĕршыв,

Ак ăнсăртран такам

Çĕн пурнăç,

Çĕн мухтав тупма

Тăвăл енне, тискер хумсем çине

Мăнаçлăн карапа тапратрĕ!

Кам-ха ун чух ÿкмен мăн палуба çинче,

Хăсса пĕтмен, сурман, тата вăрçман-ши;

Сахал çав пулнă пиçĕхнĕ чунсем,

Ура çинче тăрса юлакансем...

Асар-писер çак шăв-шавра

Мĕн тунине аван ăнкарнăскер

Анса пытантăм эп трюмра...

Çын хăсăкне курас килмерĕ...

Тĕрĕссипе çав трюм - хупах...

Стакан тĕпне часах тинкертĕм...

Никам çинчен те шутлас мар,

Хама çеç тĕп тăвасчĕ терĕм!

Юратнă çын!

Эп кÿнĕ çав асап...

Пуçтах çапăçура курсан мана

Ĕшеннĕ куçунта

Тăратчĕ тунсăх...

Сирĕн умра каппайланса 

Хирĕçÿре ята яраттăм...

Анчах пĕлмен эсир,

Эп тĕтĕм-сĕрĕмре

Тăвăлпалан пăтраннă пурнăçра

Асапланатăп ăнланман пирки

Ăçта-ха вĕçтерет пире шăпа;..

Халь иртнĕ çав çулсем.

Эп урăх ÿсĕмре.

Урăхларах туятăп та шутлатăп.

Уяв шерпетĕн черккине тытсан

Рулевойне хаваслансах мухтатăп

Паян эп ăшă туйăм хумĕнче...

Эп сирĕн

Тунсăх куçсене куратăп.

Çапла вара

Васкатăп пĕлтерме -

Мĕнле эп пулнă,

Халь мĕнле пурнатăп.

Юратнă çын!

Кăмăлтанах калап

Чăнкă çĕртен персе анмарăм

Эп халь Совет Çĕршывĕпе

Пĕрле утмашкăн кăмăлларăм!

Эп урăх çын,

Унченхи мар.

Кулянтармастăм халь сире пĕрре те...

Эп хатĕр ирĕкре çĕкленнĕ ялавпа

Паян Ла-Манш патне çитме те...

Каçарăр та...

Эсир те урăх çын.

Сăпайлă, ăслă мăшăрпа пурнатăр

Эпир çунни сире халь кирлĕ мар,

Эп хам та кирлĕ мар сире пĕрре те...

Пурăнăрах

Хăв çăлтăрпа утса,

Пурнăç тÿпи халь йăлт çĕнелнĕ.

Ĕмĕрĕпех асра сире тытса -

Эсир палланă çын

Сергей Есенин.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1