Ирçе Çармăсри А.В. Рогожин ячĕллĕ библиотека шкулчченхи ачасене пĕлÿпе воспитани паракан педагогсене професси уявĕ ячĕпе хăйне евĕрлĕ меслетпе саламланă.
Волонтерсем Светлана Акшарова библиотекарьпе пĕрле велосипедсемпе кĕрхи çулçÿреве тухнă. Хальхинче библиотека тусĕсем хăйсемпе кĕнекесем мар, пĕчĕк парнесемпе чечексем илсе тухнă. Унччен ача садĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, хальхи вăхăтра садикре тăрăшакан воспитательсене, килĕсене çитсе, уяв ячĕпе саламланă, кашнин валли ăшă сăмахсем тупнă, пурне те чечек çыххи, хитре открытка парнеленĕ. Çапла вĕсем педагогсене кĕтмен парнепе савăнтарнă.
Уяв парнисем йышăннисем те парăмра юлман, вĕсем те волонтерсене кăмăллă тĕлпулупа асăнмалăх парнесемшĕн чĕререн ăшшăн тав тунă.
Октябрь 2026 |
