Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пучинкери тĕп культура çуртĕнче Елена Андреевна Фомина поэтесса 75 çул тултарнине тата унăн «Пурнăç çулĕпе» («Дорогой жизни») пиллĕкмĕш сăвă кĕнеки пичетленсе тухнине халалланă ăшă та илемлĕ пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Елена Андреевна Савкка ялĕнче çуралнă, +ĕнĕ Кĕлĕмкасси ялĕнче ÿссе çитĕннĕ, Янкăлч шкулĕнче вĕренсе тухса çунатланнă. Шăпа ăна Тăвай районĕнчи Нÿшкасси ялне илсе çи-тернĕ, сăвăç паянхи кун та савнă мăшăрĕпе унтах пурăнать. Вăл, ытти талантлă çынсем пекех, тĕлĕнмелле сăпайлă% «Эп сăвăç мар, мана Турă çеç кăшт чуптунă», - тет. Сăвă йĕркисене вара хăй шкулта вĕреннĕ вăхăтрах шăрçалама тытăннă, çапах та хăй талантне нумай вăхăт хушши ĕненмесĕр пурăннă. Паян вара унăн çÿпçи пуян% тăван чĕлхепе çырнă пилĕк сăвă пуххи çеç мар унта, вырăс тата ытти халăх поэчĕсен вилĕмсĕр хайла-вĕсен куçарăвĕсем те питĕ йышлă. Çав шутрах – пурте пĕлекен, юратакан «Катюша» тата «Алеша» юрăсен чăвашла йĕркисем те…
Хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ поэтăн кĕнекесем кун çути курнăшăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисткине, хамăр ентешĕмĕре – Чăрăшкасси пикине Надежда Мефодьевна Кирилловăна тав сăмахĕ калас пулать – сăвă пуххисене шăпах вăл калăпласа редакцилесе кăларнă.
Культура çурчĕн залĕ тулмаллах халăх пуçтарăнчĕ. Килнĕ хăнисем пурте паха, çапах та чи сумлисене палăртса хăвармаллах. Сăвăçа чĕререн саламлама, ун савăнăçне пĕрле пайлама Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, наци конгресĕн пайташĕ Геронтий Никифоров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Йĕпреç ентешлĕхĕн хастар ертÿçи Антонина Краснова юратнă мăшăрĕпе хапăл тусах çитнĕ. Сцена çине сăвăçа чĕнсе кăларнă хыççăн пĕрремĕш сăмах илекенĕ Надежда Мефодьевна пулчĕ. Кĕнекесене мĕнлерех пухса калăплани çинчен кĕскен каларĕ, Елена Андреевнăн ăсталăхне пысăк хак парса сăнларĕ. Ытти хăнасем те черетпе поэтăн пултарулăхне, ăста-лăхне мухтарĕç, ăна паллă сăвăçсемпе пĕр шая лартсах хак пачĕç.
Пултарулăх каçне Пучинкери вăтам шкулта вăй хуракан педагогсемпе вĕренекенĕсем йышлăн хутшăнчĕç. Чылайăшĕ ентешĕмĕрĕн илемлĕ сăввисене пăхмасăр вĕренсе килнĕ, умлăн-хыçлăн сцена çине тухса шăрантарчĕç, юрă-ташăпа та савăнтарчĕç. Ырă чунлă поэт кашни шăпăрланнех пылак парне парса хавхвлантарчĕ. Ар-тистсем татах та пулчĕç çак каç сцена çинче% культура çурчĕ çумĕнчи «Ахах» тата «Туслăх» ансамбльсем янравлă сассисемпе чĕресене хускатрĕç, Антонипăпа Петр Красновсем те чи илемлĕ юррисене парнелерĕç.
Куракансем хушшинче сăвăçпа пĕр ялта ÿссе çитĕннĕ ентешĕсемпе çывăх тăванĕсем пулни уйрăмах савăнтарчĕ. Йĕпреçри шкул-интернат директорĕ Николай Майоров ача чухнехи самант-сене аса илчĕ, чечек çыххи парнеленĕ май, чылай ăшă сăмах каларĕ, малалла талпăнма ăнăçу тата вăй-хал сунчĕ. Туçа ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Казакова поэта хăй çырнă сăвăсен кĕнекине парнелерĕ.
Антонина Краснова, сăвăçпа пĕр ялта çитĕннĕскер, «Лена аппăшĕн» ача чухнех чĕрине кĕрсе ларнă сăнарне уçса пачĕ% «Çурта пек илемлĕ те яштака, сап-сарă хулăн çивĕчĕ тем тăршшĕ. Тантăшĕсемпе алла аллăн тытăнса урам тăрăх мĕн тери хитре юрласа утатчĕç вĕсем…»
Шухăшласа пăхсан тĕлĕнсе кайма пулать, Савк-капа Çĕнĕ Кĕлĕмкасси (тепĕр майлă ăна Çуннă Çĕр тетчĕç) – Пучинке тăрăхĕнчи пĕчĕк çеç ялсем. Çапах та мĕн чухлĕ паллă, пултарăллă, тивĕçлĕ çын ÿстерсе тĕнче тăрăх салатнă вĕсем! Йĕпреç тăрăхĕнчен пуçласа çĕршыв тулашĕ таранах чапĕ кайнă вĕсен.
...Елена Фомина сăввисенче тăван çĕршыва, тăван тăрăха, чĕлхене, аннене юратни, пурнăçпа кун-çул çинчен тарăннăн шухăшлани палăрать. Юрату хĕлхемĕ те нумай вĕсенче. Йĕркисем илемлĕ, ытарлă, якан вуланаççĕ, шухăша яраççĕ, тĕшши тутлă та паха.
Чăваш наци конгресĕ тата Йĕпреç ентешлĕхĕ пулăшнипе йĕркеленĕ, Пучинкери культура ĕçченĕсем хатĕрленĕ Пултарулăх каçĕ тĕлĕнмелле ăшă лару-тăрура иртрĕ. Уяв вĕçĕнче культура çурчĕн директорĕ Юрий Арсентьев хăнасене, курма килнисене уява хутшăннăшăн, ăшă сăмахсемшĕн тав турĕ. Елена Андреевнăна Пучинке территори пайĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Программăна Светлана Ивановăпа Татьяна Сергеева ертсе пычĕç.
(Елена Фомина сăввисемпе çитес номерте тĕп-лĕнрех паллаштарăпăр)
Эльвира Анисимова
Октябрь 2026 |
