НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Шурăмпуç кайăкĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 11:33 Просмотров: 10

Анатолий Ырьят

Повесть

Август уйăхĕн çурри вĕçленчĕ. Володьăн часах Васильевăна тухса каймалла. Вăл инçе çула тухса кайма хăрамасть, ашшĕпе амăшне шеллет.

Çемьене кăштах та пулин тытса пыма пулăшакан арçын чунĕ тухса каять вĕт-ха килтен. «Юрĕ. Мĕн тăвăн? ,мĕр атте-анне çумĕнче пурăнаймăн. Хам тĕллĕн пурăнма вĕренмелле. +итменнине, педагогика ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тума ют çĕрте çăмăлтарах та пулĕ. +ăмăллине çăмăл мар ĕнтĕ, вăтантармасть темелле-и?» - хăйпе хăй калаçса çул çине тухма пуçтарăнчĕ Володя.

Ялтан тухса каясси йывăрах мар уншăн. Чунтан юратнă савнийĕ те çук. Хитре хĕрсем питĕ нумай +ирĕккассинче, анчах Володя чĕрине тыткăнлаканни тупăнмарĕ-ха паянхи куна çитиччен те. Ваттисем калашле, Турă çырни тупăнмарĕ. Пĕр урамра пурăнакан Варукпа çырусем те çÿретрĕ службăра тăнă вăхăтра. Пĕр чĕлхе тупаймарĕç-тĕр, салтакран таврăничченех Варук урăх çынна качча кайрĕ. Володя хĕр чĕрине панулми хурчĕ пек шăтарса кĕрекен çын мар, чăн-чăн юратăва кĕтсе пурăнать. Салтакра виçĕ çул пулса çăмăлттай шухăшсем те çилпе вĕçсе сапаланнă пулмалла.

Юлашки япалисене кутамккана хучĕ те:

- Анне, айăп ан ту мана, нумаях пулăшаймарăм. Атте, эсĕ те каçар мана хăвăра кăна тăратса хăварнăшăн. Ан кулянăр, тен, тепĕр çул хамăр тăрăхра ман валли вырăн тупăнĕ, - терĕ вăл ашшĕпе амăшне ыталаса илсе.

Хĕрарăм чунĕ хĕрарăм чунех ĕнтĕ. Лисук аппа йĕмесĕр чăтаймарĕ.

- Юрĕ, юрĕ, карчăк, кирлĕ мар йĕме. Мĕн, пирĕн ывăл вăрçа тухса каймасть пулĕ? Эпĕ акă савăнатăп çеç. Ăна часах Владимир Николаевич теме тытăнаççĕ, _ терĕ ашшĕ,   мăшăрне хăй çумнерех ыталаса.

- Чипер çÿре, ывăлăм. Йĕркеллĕ пул, Турă сывлăхне патăр. Укçа, апат-çимĕç çитмесен вăтанса ан тăр, çырса яр, - ăс пачĕ куççульне явлăк вĕçĕпе типĕтсе амăшĕ.

Володя шăллĕсемпе йăмăкĕсене те ыталаса чуптурĕ. Ашшĕпе амăшне итлесе пурăнма, пулăшма хушрĕ.

Мĕн куçран çухаличченех пăхса тăчĕç Микулай тетепе Лисук аппа ывăлне. Аллине чăматан тытнă, çурăм хыçне кутамкка çакнă çÿллĕ те кĕрнеклĕ каччă +ирĕккассинчен чукун çул станцийĕ еннелле çул тытрĕ.

- Çапла вăл ашшĕпе амăшĕн шăпи, карчăкăм. Ăсатса яр та кĕтсе ил, ăсатса яр та кĕтсе ил... Акă пирĕн йăваран та чĕпĕ тухса вĕçрĕ. Телейлĕ пул, ывăлăм. +ÿрес çулу такăр пултăр, - калаçрĕ Микулай тете пырне тулнă чăмаккине аран-аран çăтса ярса...

3.

Владимир çитмелли çĕре тепĕр кун кăнтăрла иртсен çитрĕ. Çăмăллăнах тăлăх ачасен çуртне шыраса тупрĕ. Вăл райĕçтăвкомран ин-çех мар вырнаçнă иккен. Пĕр хутлă хĕрлĕ çурт йывăçсен хушшинче тин çеç шăтса тухнă çумăр кăмпи пек ларать. Тăрри кăна илемсĕр, шифер темиçе çĕртен катăлса пĕтнĕ, толь татăкĕсем çилпе вĕçкелесе тăраççĕ. Çурт йĕри-тавра улма-çырла, çимĕç пахчи. Тирпейлĕ, пĕр çум курăкĕ те курăнмасть. Клумбăсем çинчи чечексем куçа шартаççĕ, хĕвел çутипе вĕсем çине пăхма та йывăр. +ак çуртăн хуçи пурри куçкĕретех.

«Паллашма ĕлкĕреп-ха, паян манăн каç пуличчен хваттер тупса вырнаçмалла», - тесе каччă интерната кĕрсе кайрĕ. Коридорта пĕр чун çук, пĕр сасă илтĕнмест. Вахтăри чăлха çыхса ларакан хĕрарăм шăплăха татрĕ:

- Сире кам кирлĕччĕ, çамрăк çын? - тесе хучĕ.

- Директор. Эпĕ çак интерната ĕçлеме килнĕ учитель пулатăп. Мана Владимир Николаевич Кольцов тесе чĕнеççĕ, - лăпкăн хуравларĕ вăл.

- Елена Ильинична тепĕр 10-15 минутран пулать. Унăн пÿлĕмĕ коридор вĕçĕнче. Ав çавăнта ларса канма тенкелсем пур, -терĕ хĕрарăм ал ĕçне пăрахмасăр.

Чăнах та, пĕр вунă минутран интернат коридорĕпе лутрарах хĕрарăм васкамасăр утса пыни курăнса кайрĕ. Ывăннă хăй, куçĕсем шалалла путса кĕнĕ. Пÿлĕм умĕнче çамрăк çын тăнине курсан унăн куçĕсем çиçсе илчĕç, тÿрленерех те васкарах утма тытăнчĕ.

_ Сывлăх сунатăп, çамрăк çыннăм! Каçарăр, эпĕ сире кăштах кĕттертĕм пулмалла. Мур илесшĕ, эрне ытла чупатăп ĕнтĕ райĕçтăвкома. Ниепле те интернат тăррине витме шифер тупса параймаççĕ. Шифер шырасах ĕмĕр иртсе кайрĕ пулмалла. Кĕçех çуллахи кану лагерĕнчен ачасем таврăнмалла, вĕренÿ çулĕ пуçланмалла. Эпĕ ав чупатăп-ха вĕшле йытă пек. Е вăл çук, е ку çук... Эх, пурнăç, пурнăç! _ тарăхса уçрĕ вăл пÿлĕм алăкне.

- Кĕрĕр, иртĕр, ларăр. Мĕнле ĕçпе килнĕччĕ, мĕн туса пулăшу пама пултарăп-ши эпĕ сире, çамрăк çыннăм, - калаçрĕ директор сĕтел хушшине вырнаçса.

- Эпĕ - Владимир Николаевич Кольцов, вырăс чĕлхипе литература учителĕ, - теме çеç ĕлкĕрчĕ каччă.

_ А-а-а... Пĕлетĕп, пĕлетĕп... Тахçантанпах кĕтетĕп сире пирĕн хĕрарăмсен коллективне. Часах пиртен те арçын шăрши кĕме пуçлĕ, - шÿтлесе калаçрĕ Елена Ильинична çамрăк çын çине ăшшăн пăхса. - Эпир сирĕн валли хваттер те тупса хутăмăр ĕнтĕ, интерната хирĕçех пурăнăр. Хуçи аван хĕрарăм, шанчăклă çын. Паянах вырнаçма пултаратăр. Ыран _ ĕçе, тăхăр сехет тĕлне. Çывăхрах паллашма ĕлкĕрĕпĕр-ха, пирĕн пата начаррисене ямаççĕ, - терĕ директор, Владимирпа сывпуллашса тата ăна ăçталла каймаллине çул кăтартса.

Туслă та пĕр шухăшлă коллектива çакланчĕ Владимир Кольцов. Директорĕ лайăх иккен. Ăна сума сăваççĕ, вăл пуриншĕн те авторитет. Коллективра Володьăсăр пуçне тата икĕ арçын, пĕри - физика учителĕ, Иван Петрович Петров, утмăлалла çывхаракан, сăнĕ-пичĕпе çамрăк курăнакан арçын. Тепри, Сергей Юрьевич Юркин, физкультура урокĕсене илсе пырать, виççĕмĕш çул ĕçлет ĕнтĕ кунта. Вĕсем те арçынсен ушкăнĕ пуянланнипе питĕ савăнчĕç, пирвайхи кунранах çывăх ĕçтешсем пулса тăчĕç. Хĕрарăмсен хушшинче те çамрăксем çук, библиотекăра ĕçлекен Наташăсăр пуçне.

- Ан кулян, сан валли хĕр-юлташ тупатпăрах, - тĕртсе илчĕ Сергей Юрьевич. - Столовăйра пĕрре çеç пулса кур, каялла тухма алăк тĕлне те манса кайăн.

- Эсĕ хăв виçĕ çул ĕçлетĕн ав, çапах та чиперех çÿретĕн, аташса та кайман, - хирĕç тавăрчĕ Владимир.

- Манăн - урăх проблема. Турă пÿрнипе кĕркунне пирĕн туй пулать, хатĕрлен, - юлташла калаçрĕ Сергей Юрьевич.

«Мĕншĕн столовăй çинче чарăнса тăчĕ-ха вăл? Мĕнле асамлă вăй пур-ши çав вырăнта? Мĕншĕн столовăйран каялла тухма алăк тĕлне манса каймала пулĕ-ха ман?» - шухăшларĕ Владимир хваттере утнă май.

Паян - уяв, çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çак ятпа савăнăçлă пуху пулса иртрĕ интернатра. Пурне те столовăя, уяв апатне, йыхрав турĕç. Владимир Николаевич, Сергей Юрьевич, Иван Петрович пĕр сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Воспитательсем те ачасене ушкăнла-ушкăнла сĕтел хушшине лартса тухрĕç. Залра илемлĕ кĕвĕ янăрать.

Владимир, юлташĕ маларах мĕн каланине аса илсе, йĕри-тавра пăхкаларĕ, анчах алăк тĕлне манса каймалли тĕлĕнтермĕш япалана шыраса тупаймарĕ.

_ Турилккесене хамăрăнах леçсе памалла, - терĕ Сергей Юрьевич, пушаннă чашăк-тирĕке поднос çине хурса.

Малалли пулать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1
易歪歪易翻译比特浏览器美洽