Анатолий Ырьят
Повесть
Малалли
Кăштах ĕçсе-çисен вăл кино пĕтнĕ çĕре клуба тухса утрĕ, çынсене ăсатса ярса клуб алăкне питĕрсе илмелле. Мăшăрне вăл кумĕсем патĕнчех кĕтсе тăма хушрĕ.
Августина, кăштах хĕрĕнкĕленнĕ хыççăн, Володьăна кĕтсе тăмарĕ, киле иртерех çитес тесе клуба тухса утрĕ. Аванах утмалла, çухрăм ытла та пулĕ. Е тата пăр тапранĕ, çереме шыв илĕ. Ун чухне кумĕсем патĕнчех çĕр выртмалла пулĕ.
Хĕрарăм урама тухрĕ те клубалла çул тытрĕ. Нумаях каяймарĕ вăл, ăна çамрăксен ушкăнĕ хăваласа çитрĕ - киноран таврăнаççĕ пулмалла. Мĕн çинчен-тĕр сĕре хытă калаçаççĕ, тăрсан-тăрсан урама чĕтреттермелле кулса яраççĕ.
- Ырă каç пултăр, Августина! - терĕ вĕсенчен пĕри. - Мĕн пĕчченех çÿретĕн, хăрамастăн та-и? Эпир ăсатса яма та пултаратпăр.
Калаçнă, ахăлтатса кулнă тăрăх Августина çамрăксем ÿсĕр пулнине тавçăрса илчĕ. Пĕр сăмах чĕнмесĕр вĕсенчен иртсе каясшăн пулчĕ.
- Çук, чиперкке, эсĕ пирĕн ыйту çине хуравламарăн-ха? Мĕн, япăх каччăсем-и вара эпир? - пырса ыталаса илчĕ пĕри.
Августина ăна тĕртсе ячĕ. Хăйсемпе хĕрарăм калаçманни çамрăксен кăмăлне каймарĕ.
- Эсĕ çапла-и-ха? - терĕ чи малтан калаçу пуçарса яраканĕ. - Тытăр ăна!
Çамрăксем Августинăн аллисене хыçалалла пĕтĕрсе хучĕç. Çырма çумĕнче ларакан мунча еннелле сĕтĕрсе кайрĕç. Августина кăшкăрма пуçларĕ. +авăнтах ирсĕрсенчен пĕри пуçĕнчен мĕнпе-тĕр çапрĕ...
Кăштах тăна кĕрсен Августина хăйпе мĕн пулса иртнине ăнланса илчĕ. Мунча пăлтăрĕн сивĕ урайĕнче çаппа-çарамас выртать вăл. Ун çинче çамрăксенчен пĕри хăйĕн ĕçне тăвать. Хĕрарăм пĕтĕм вăйран кăшкăрса ячĕ.
- Кăшкăр, хытăрах кăшкăр, пурпĕр никам та илтес çук!
Августина хăй çинче выртакан çамрăкăн питне-куçне чăрмалама тытăнчĕ. Лешĕ ăна пысăк чăмăрĕпе тăнлавĕнчен чышрĕ... Ăнранах каймарĕ-ха хĕрарăм...
- Чарăнмастăн пулсан çурхи пăрпа лартса ярăпăр. Виçĕ çын кăна юлчĕ сана тутанса пăхманни, - сĕлекине сирпĕтсе шăл витĕр сăрхăнтарчĕ сăмахĕсене йĕксĕк.
- Тархасшăн, ан вĕлерĕр, ачасене тăлăха тăратса ан хăварăр...
Малалла мĕн пулса иртнине Августина астумасть. Тул çутăласпа çеç тăна кĕчĕ вăл. «Турăçăм! Мĕнле намăс! Володя умне мĕнле куçпа курăнас? Ачасен ятне те, хамăн чыса та çурхи шывпа юхтарса ятăм вĕт...» - такмакласа йĕчĕ вăл.
Володя кумĕсем патĕнчен мăшăрĕ ăна кĕтсе илеймесĕрех тухса кайни пирки пĕлсен çул çине пĕр стакан эрех ĕçсе ячĕ те килнелле çул тытрĕ. Самаях ÿсĕрĕлсе кайнă арçын килне çитсен те арăмне шыраса тăмарĕ, кравать çине салтăнмасăрах тăсăлса выртрĕ те самантрах çывăрса кайрĕ.
Августина çуркаланса пĕтнĕ кĕпи-тумтирне тăхăнчĕ те тул çутăличчен çитесчĕ, çынсен куçĕ умне курăнас марччĕ тесе ял хĕррипе килнелле чупрĕ. Шăм-шакĕсем чăтма çук ыратаççĕ пулин те, утса мар, чупсах çитрĕ вăл килне. Çуркаланса, юнпа вараланса пĕтнĕ тумне каланккăна чиксе хучĕ, чĕртсе ячĕ, шыв ăшăтса çăвăнчĕ. Ĕç тумĕ тăхăнчĕ те фермăна тухса утрĕ. Мĕн темелле пĕрле ĕçлекен хĕрарăмсене. Ара, пĕтĕм пит-куçĕ кăн-кăвак-çке унăн. Володьăна мĕнле ăнлантармалла? Çапла шухăшласа пырса фермăна çитнине те сисмерĕ, ирхи сăвăма кăштах кая юлчĕ пулин те.
- Тантăшăм, мĕн пулчĕ сана? - терĕ пуринчен малтан асăрханă Кулине. Хĕрарăмсем Августина тавра пуçтарăнчĕç.
- Ара, кăштах нумайрах çывăрнă пулас çĕркаç. Ĕнене урисене тăлламасăрах сума лартăм. Тапса ячĕ те, витеренех тухса сирпĕнтĕм, хапха юпи çумне пырса тăрăнтăм тата, - тесе суйрĕ Августина.
Килне таврăнсан Володьăна та çаплах суйрĕ. Мăшăрĕ ăна çĕркаç киле мĕнле çитни çинчен те ыйтса пĕлмерĕ, мухмăр тÿрлетме пĕр черкке ярса пама çеç ыйтрĕ. Нумайччен çÿрерĕ Августина кăн-кăвак пит-куçпа. Суранĕсем те нумайччен канăç памарĕç хĕр-арăма. Апла пулин те вăл тухтăрсем патне каймарĕ.
Мункун каç пулса иртнĕ хăрушă ĕç ял çинче сарăлчех. Ирĕксĕрлесе мăшкăллакан çамрăксемех Августина çинчен темĕн те калаçса çÿрерĕç, ăна «çăмăл ăслă хĕрарăм» тесе ят ячĕç.
Володя та илтрĕ çак хыпара, анчах ĕненесшĕн пулмарĕ, мăшăрне шанса пурăнчĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ, çул хыççăн çул улшăнчĕ, Кольцовсен çемье тĕрекĕ, чысĕ арканса, вараланса пычĕ. Пĕрре татăлнă çип темиçе хутчен сыпсан та çав тĕлтенех татăлать. Пурнăçра та çавăн пекех...
6.
Тата вунă çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. +ак вăхăт хушшинче Елена Ильинична вилсе кайрĕ. Володьăпа Августина мĕнле пулсан та ăна пытарма кайса килчĕçех. Иван, вĕсен аслă ачи, авланчĕ, хулара пурăнаççĕ. Зоя та çитĕннĕ, паян-ыран качча каймалла, амăшĕ пекех питĕ илемлĕ хĕрупраç.
Августина виççĕмĕш ачине те çуратрĕ, хĕрача, Полина ятлă. Вăл ялти шкулта вĕренет-ха. Кольцовсем иккĕшĕ те ĕçсĕр пурăнаççĕ, Владимира ĕçнипе клуб заведующийĕ ĕçĕнчен тахçанах кăларнă ĕнтĕ, Августинăна та колхоз председателĕпе вăрманта çаппа-çарамас выртнине курсан мăшăрĕ урăх ĕçе ямарĕ.
Ял халăхĕ Кольцовсем çинчен калаçса ывăнчĕ пулмалла. Августина çирĕккасисемшĕн кăна мар, таврари ял халăхĕшĕн те «чĕрĕ легенда» пулса юлчĕ. Августина никамран вăтанмасть, никамран хăрамасть... Пичĕ-куçĕ çеç улшăнмасть питĕ илемлĕ хĕрарăмăн. Ăна курсан çитмĕл çулхи старикĕн те (Турă каçартăр) юн пусăмĕ хăпарса каять.
Хуçалăха аванах тытса пыраççĕ-ха Кольцовсем, ĕни те, сысни те, хур-кăвакалĕ те çителĕклех. Августина ытларах ĕçлет ĕнтĕ. Мăшăрĕ пек, ÿсĕрĕлсе эрни-эрнипе кравать çинче йăваланса выртмасть.
Шурăмпуç кайăкне Турă сывлăхне тата чăтăмлăхне панă çав! Мухмăр мĕн иккенне те пĕлмест, кăткă пек, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет Августина, выльăх-чĕрлĕхне хĕл каçарма пĕр-пĕччен тенĕ пек апатне хатĕрлет, килне-çуртне тирпейлесе тăрать, ачисемпе мăшăрне те пурнăç йĕркинчен тухса ÿкме памасть...
Паян та акă Августина те виçĕ, те тăватă хутчен çăмăл урапапа лăк тулли тиесе курăк çулса килчĕ, пÿрт умне типĕтме сарса хучĕ. Зоя хăйĕн йăмăкĕпе хулана, тетĕшсем патне, хăнана кайрĕ. Виçĕ-тăватă кунсăр килмеççĕ пулмалла.
Каç пуласпа Кольцовсем патне кĕтмен хăнасем пырса çитрĕç, виçĕ çамрăк арçын. Вĕсем кил хуçипе мĕн тĕттĕм пуличченех калаçса ларчĕç, ăна хăйсем илсе пынă çутă эрехпе хăналарĕç. Августина вăл вăхăтра выльăхсемпе аппаланчĕ, яшка пĕçерчĕ. Килти ĕçсене пĕтерсе пÿрте кĕчĕ те хăнасене вĕри апат антарса пачĕ.
- Володя ăçта кайрĕ тата, апат çимелле-çке? - терĕ вăл кăштăртатса.
- Августина, лар-ха пирĕнпе кăштах канса, Володя ашшĕсем патне кайса килетĕп терĕ, - калаçăва пуçарса ячĕ кăтра пуçли.
Августина турткаланса тăмарĕ, сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Черкке хыççăн черкке пушанчĕ. Володя килне таврăнмарĕ. Виçĕ кун хушши пурăнаççĕ хăнасем Кольцовсем патĕнче, виçĕ кун хушши «симĕс çĕленпе» шĕвеççĕ. Володя пырсан ăна хул хушшине пĕр тулли кĕленче хĕстереççĕ те «уçăлма» кăларса яраççĕ е пачах та кĕртмеççĕ, шалтан питĕрĕнсе илсе Августинăпа исленеççĕ.
Август пуçламăшĕ. Кÿршĕ-аршă çурчĕсем курăнмалла мар çăп-çăра тĕтреллĕ ир.
Володя тăваттăмĕш кун тул çутăлнă-çутăлманах (урăрах пулнă пулмалла) алăкне çĕмĕрсех кĕчĕ пÿрте. Йĕри-тавра пă-хкаларĕ - пÿртре никам та çук. Тĕпелти чаршава уçса ячĕ те... Вырăн çинче юн ăшне путнă çаппа-çарамас Августина выртать. Нимĕн тума пĕлмесĕр унăн аллине ярса тытрĕ. Çук, вилмен-ха, юн тымарĕсем тата чĕри тапни те паллă. Çиелтен урайĕнче йăваланса выртакан хуп-хура та юнпа вараланнă простыньпе витрĕ, ялти тухтăр патне тухса чупрĕ.
Район пульницинех ăсатрĕ Августинăна, анчах та мĕскĕн хĕрарăм тăна кĕреймесĕрех вилсе кайрĕ.
Августина вилнĕ хыпар пĕтĕм таврана сарăлчĕ. Мĕнле майпа вилсе кайнине те пĕлмерĕç ял çыннисем. Володя нимĕн те астумастăп тесе пĕлмĕше печĕ, вĕсем па-тĕнче виçĕ кун хушши палламан арçынсем хăна пулнине никама та пĕлтермерĕ. Вилене çуса тасатма Володя тăванĕсем пуçтарăнчĕç, пĕр касăри, пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсем пулăшрĕç. Ĕмĕрхи йăла-йĕрке тăрăх чăвашсем вилене кăнтăрла иртсен пытараççĕ. Çуса тумлантарнă Августина хĕп-хĕрлĕ пусмапа витнĕ йывăç тупăкра халь-халь вĕçсе çĕкленес пирĕшти пек выртать. Калăн, нумай пулмасть кăна çывăрса кайнă, чĕрĕ чухнехинчен те илемлĕрех курăнать. Тăлăх шурăмпуç кайăкне шеллесе турăш умне, тупăк йĕри-тавра çутса лартнă çуртасем те куççуль юхтарса йĕнĕн туйăнать. Куççуль тенĕрен, никамах та йĕрекен пулмарĕ виле çинче ачисемсĕр тата пĕрле ĕçлекен хĕрарăмсемсĕр пуçне. Вĕсем те аван мар тенĕ евĕр кăна куçĕсене явлăк вĕçĕпе шăлкаларĕç.
(Вĕçĕ пулать)
Октябрь 2026 |
