Муркаш районĕнче пурăнакан арçынна çĕре çумкурăк айне тунăшăн штрафланă. Кун пирки Россельхознадзорăн республикăри управленийĕ пĕлтерет.
Муркаш районĕнчи пĕр ялта пурăнакан çав арçыннăн 47,76 гектар лартăк çĕр пур иккен. Ăна ял хуçалăх тĕллевĕпе усă курмалла. Апла пулсан, ун çинче ял хуçалăх культурине туса илмелле. Анчах хуçа çĕрпе усă курман: сухаламан, вăхăтра çулса тирпейлемен. Çĕр часах хытхура тата йывăç-тĕм хунавĕ айне пулнă.
Кăçалхи нарăс уйăхĕнче çĕр хуçине Россельхознадзор управленийĕ çĕре тивĕçлипе уса курмалли пирки асăрхаттару хучĕ çырса панă. Çĕре кăçалхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕччен пусă çаврăнăшне кĕртмелле пулнă. Анчах лаптăк хуçи хушнине итлемен.
Халĕ ку ĕçе суд пăхса тухнă та çĕр хуçине штрафлама йышăннă.
Октябрь 2026 |
