Анатолий Ырьят
Повесть
Малалли
Владимир та подносне йăтса ун хыççăн утрĕ. Вараланнă чашăк-тирĕксене йышăнакан чÿрече патне çитсе тăчĕç çамрăксем. Сергей Юрьевич пушанса пăлтăралла çул тытрĕ. Владимир... Тăнă та - пĕр çĕрелле пăхса, скульптура пекех хытса кайнă. Подносне лартма манса кайса тепĕр аллипе куçĕсене сăтăркаласа тăрать. Турăçăм, апат валеçнĕ çĕрте юрпике тăрать! Çук, тĕлĕк мар, чăн-чăн юрпике тăрать. Августина та интерната ĕçлеме килнĕ çĕнĕ учитель çинелле пăхать. Икĕ мăшăр куç пĕр-пĕрин çине шăтарасла пăхса тăчĕç-тăчĕç те... Иккĕшĕн те аллисенчи подноссем урайне персе анчĕç...
Урăх нимĕн те астумасть Владимир, хваттерне мĕнле майпа çитнине те, хăйпе мĕн пулса иртнине те. Сеп-сенкер куçсем тата шурă халат тăрăх уртăнса аннă тем хулăнăш сарă çÿç çивĕчĕ çеç çухалмаççĕ унăн куçĕ умĕнчен...
4.
Кĕçтук Володи арăм илсе килнĕ тенĕ хыпар Çирĕккассинче çиçĕм çиçнĕ евĕрех сарăлчĕ. «Ара, çулталăк кăна ĕçлерĕ мар-и Васильевăра, авланма та ĕлкĕрнĕ», - калаçрĕç ял хĕрарăмĕсем. Çапла ĕнтĕ вăл ял тенĕ çĕрте. Вăрăмтунана та самантрах слона çавăраççĕ...
Чăнах та, Владимир Колыдов вĕренÿ çулĕ пĕтсенех яла таврăнчĕ. Пĕччен мар, Августинăпа. Вăл ăна пĕрре курсах юратса пăрахрĕ, пĕрре курсах унăн чĕрине юрату сăнни пырса тăрăнчĕ. Ытла та айван, ача ăслă хĕрупраç чĕрине çул уçма çăмăл пулмарĕ ăна. Çур çул ытла Августина хăйне ыталама мар, сĕртĕнме те ирĕк памарĕ. Ара, çын хушшинче те ÿснĕ ĕнтĕ, амăшĕ те педагогика меслечĕсемпе çын тума тăрăшнă, ăс панă, вĕрентнĕ. Хĕрача çав-çавах калама çук ютшăнакан, хăюсăр, вăтанакан, именекен, мĕн каланине те ĕненекен çын пулса çитĕнчĕ. Çак ăнлантарса памалла мар ютшăну, именÿÿ, хăюсăрлăх, чечек пек илĕртÿллĕ сăн-сăпат тыткăнланă та ĕнтĕ Владимир чĕрине. Володя хăй те япăх каччă мар, çÿллĕ, хуп-хура та çăра çÿçлĕ, хĕрупраçсен кăмăлне каймалли çын. Чĕлхи те унăн çемçе, мĕнле хытă чунлă çынна та илĕртсе яма пултарать. Вăл сăвăсем çырать, калавсем. Сергей Есенин сăввисене пурне те пăхмасăр каласа пама пултарать.
Пĕр сăмахпа каласан - пысăк талантлă творчество çынни.
Августина Микулай тетепе Лисук аппа кăмăлне те кайрĕ. Вĕсем ăна хапăл тусах йышăнчĕç, туя хатĕрленме тытăнчĕç.
Володя РОНОна кайса çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне ĕç тупса килчĕ. Кÿршĕ яла ĕçлеме янă ăна. Çÿреме инçе мар, виçĕ çухрăм кăна.
Кольцовсем туйне çывăх тăванĕсемпе çеç турĕç. Елена Ильинична чирлĕ пирки килеймерĕ, саламлă телеграмма ячĕ. Çамрăк мăшăра ашшĕпе амăшĕ туй парни вырăнне çĕнĕ çурт туянса, выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп уйăрса пачĕç. Çирĕккассинче çĕнĕ çемье, çĕнĕ хуçалăх чăмăртанчĕ.
Августина пĕрремĕш çул килте кăна аппаланчĕ-ха, колхоза ĕçе тухмарĕ. Ют çĕр, ют çынсем, ун пек çыншăн çĕнĕ çĕре хăнăхма питĕ йывăр. Володя «алă çинче йăтса» çÿренипе кăна çамрăк хĕрарăм çемьеллĕ пурнăç тути-масине майĕпен ас тивсе пычĕ, касăри хĕрарăмсемпе те паллашма ĕлкĕрчĕ.
Пĕррехинче вĕсем патне кÿршĕ хĕрарăмĕ пырса кĕчĕ те:
- Володя, çитĕ сана мăшăрна вăрттăн пытарса усрама, çын çине тухма вăхăт, - терĕ.
- Ăнланмалларах калаç-ха, Кулине, унтан-кунтан ан çÿре, - терĕ Володя, хĕрарăма хăйсемпе пĕрле апата ларма чĕнсе.
- Ăнланмалла марри нимĕн те çук кунта. Ара, фермăра дояркăсем çитмеççĕ, Августина, тен, пирĕнпе ĕçлеме килĕшĕ. Ĕне сума пĕлет тенине илтнĕччĕ Лисук аппаран, - калаçа-калаçа чей ĕçрĕ Кулине.
- Калаçса пăхăпăр Августинăпа ун пирки, кăмăлĕ пулсан _ тархасшăн, эпĕ хирĕç мар, - килĕшрĕ Владимир.
Çĕрĕпе калаçса выртрĕç вĕсем ĕç пирки. Августина ĕçрен мар, çын çине тухма хăрани пирки пĕлтерчĕ.
- Чунăм, килти ĕçсене тума хам пулăшăп. Пĕччен, çын çине хутшăнмасăр пурăнни те аван мар вĕт-ха. Хăвна та савăнăçлăрах туйăн дояркăсем хушшинче, ял халăхĕпе тĕплĕнрех паллашăн, - терĕ Владимир, мăшăрне йăпатса, юратса, ачашшăн ыталаса.
Тепĕр кунах Августина фермăра ĕçлеме тытăнчĕ.
Иккĕмĕш вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ Володьă-шăн, иккĕмĕш çул чап-чап уйăхĕпе ыр курать пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман çамрăк мăшăр. Августинăна та чун кĕрсе пырать, анчах айванлăхĕ çаплипех-ха. Чăн-чăн пĕчĕк ача, мĕн каласан та ĕненет, мĕн хушнине те пурнăçа кĕртме тăрăшать. Аванах кусатчĕ-ха пурнăç кустăрми... Володя килне час-часах ÿсĕр таврăнма пуçлани канăç памарĕ ашшĕпе амăшне.
- Володя, ывăлăм, мĕнле çил-тăвăл тулать санăн чунна, мĕнле сăлтавсене пула эрех ĕçме тытăнтăн? Эпир сана авланиччен кăштах хĕрĕнкĕ пулнине те курман. Августина çинчен шухăшла, ăна хĕрхен, вăл сан хыççăн пăсăлса ан кайтăрччĕ, - тарăхса, ăс парса калаçрĕ пĕррехинче ывăлĕпе Микулай тете.
- Пулчĕ, атте, çитĕ. Эпĕ урăх ĕçместĕп. Августинăшăн ан пăшăрханăр, ăна нимĕнле шăна та пырса çыртаймĕ, - сăмах пачĕ аш-шĕне Владимир.
Çук, вăл ĕçсе ÿсĕрĕлсен те мăшăрне сивĕ сăмах каласа кÿрентермерĕ, тата ытларах юратрĕ кăна. Ашшĕпе амăшĕ, Августина мĕнле ÿкĕтлесен те, ĕçке ярăннăçемĕн ярăнса пычĕ Владимир.
Çĕнĕ çул уявĕ. Кольцовсем, çамрăккисем, ĕçкĕ-çикĕ пухрĕç. Юрларĕç, ташларĕç. +ĕнĕ çула кĕтсе илчĕç. Августина çав каç пĕрремĕш хут шампански тутанса пăхрĕ. Çамрăк хĕрарăмăн кăмăлне кайрĕ пулмалла тутлă эрех. Хăнасем килĕсене саланса пĕтсен Володя хайхи эрехе стаканĕпех тултарса пачĕ, Августина тĕппипех ĕçсе ячĕ, ÿсĕрĕлсе кайрĕ. Çав каç мăшăрне хăй хырăмлă иккенне те пĕлтерчĕ.
Çулла вĕсен ывăл ача çуралчĕ. Пысăк, илемлĕ ача. Августинăпа Володьăн çунатсем шăтса тухрĕç тейĕн. Телейлĕ мăшăр ачи çумĕнчен уйрăлма пĕлмест. Иван (çапла ят хучĕç вĕсем ачине) çуралнăранпа Володя урăлман та темелле, куллен ÿсĕр. Ăна ĕçрен те кăларса ячĕç, института та урăх вĕренме каймарĕ. Вăл пекарньăна ĕçе вырнаçрĕ. Çĕрле ĕçлет, кăнтăрла килте. Августина, ывăлĕ тăхăр уйăх тултарсанах, ĕçе çÿреме тытăнчĕ, ывăлне хăй çук чухне пăхса тăма пăянамăш пулăшкаларĕ.
Пĕррехинче Августина килне кăштах хĕрĕнкĕ таврăнчĕ. Володя çакна хăй ÿсĕр пирки тавçăрса илейместчĕ те пулĕ.
- Кинĕм, санран эрех шăрши кĕмест-и? - ыйтрĕ Лисук аппа сассине хăпартмасăр.
Августина хĕрелсе кайрĕ, хăранипе мăшăрĕнчен куçĕсене тартрĕ.
- Эпир паян Кулинен çуралнă кунне паллă турăмăр, пĕр черкке аншарли ĕçнĕччĕ çав, - терĕ йĕрсе ярас пек.
- Анне, мĕн тĕлĕнмелли пур унта, ара, Августина ÿсĕр мар, пĕр черкке çеç тутанса пăхнă Кулинене сума суса. Пĕчĕк ача мар вĕт вăл, хăй анне пулнă ĕнтĕ, - мăшăрĕ хутне кĕрсе калаçрĕ Володя.
- Çук, ывăлăм, эпĕ нимĕн те каламастăп. Чĕре çеç аван мара сиссе ыратать, - терĕ Лисук аппа.
Тата виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Кольцовсен халĕ икĕ ача. Хĕрача çуралчĕ, Зоя тесе чĕнеççĕ хĕр пĕрчине. Володя çав тĕлтех ĕçлет-ха, ĕçме пăрахман. Августина аншарли юхтарма та вĕренсе çитрĕ ачапа ларнă вăхăтра. Ял пурнăçĕнче унсăр пурăнма май çук, кашни утăмрах кирлĕ. Кирлине кирлĕ те çав...
5.
Владимир Кольцов ялта клуб заведующийĕ пулса ĕçлет. Августина каллех хăйĕн ĕçне куçрĕ. Зоя та аталанчĕ ĕнтĕ, çичче кайрĕ. Иван та самаях ÿссе кайрĕ юлашки вăхăтра. Ашшĕ пек çÿллĕ, илемлĕ пулмалли çамрăк. Вăл тăваттăмĕш класра вĕренет. Часах вĕренÿ çулĕ вĕçленмелле, юлашки чĕрĕк пырать.
Çуркунне питĕ вăраха тăсăлчĕ. Пуш уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те, çырмари пăр вырăнтан тапранман-ха, шывĕ сахалтарах пулмалла. Кăнтăрла аванах ăшăтать, каçхине, çĕнĕрен сивĕтсе шыв кÿлленчĕкĕсене шăнтса хурать. Шкул ачисем ывăнса çитнĕ, çуркуннехи каникула кĕтеççĕ. Мĕн тăвăн, çут çанталăкпа хуçаланма май çук, хăйĕннех тăвать вăл.
Тата пĕр эрнерен çуркунне хăй çитнине аванах систерчĕ. Хура кураксем, шăнкăрчсем вĕçсе килчĕç. Çырмана шыв тулчĕ. Çирĕккассисем Мăнкуна хатĕрленеççĕ. Кăçал вăл иртерех килет, «çăварни ашне сахалтарах çинĕ» теççĕ-и Турра ĕненекенсем. Ачасен кĕтнĕ вăхăчĕ çитрĕ. Паянтан вĕсем çуркуннехи канура, çырмара хутран тунă карапсем юхтараççĕ, шăнкăрч вĕллисем тăваççĕ, пăр каясса сыхлаççĕ...
- Августина, паян Çырмакассинчи кумсем хăнана чĕнчĕç. Каçхи сăвăм хыççăн тирпейленсе клуба пыр. Çавăнтан тÿрех унта кайăпăр, - терĕ Владимир ирхи апат вăхă-тĕнче хăйĕн мăшăрне.
- Сĕре йĕпе-сапа, çук, пĕрре те çÿрес килмест. Каймалла-тăк, кайăпăр эппин... - мăшăрĕн кăмăлне хуçасран хăраса каларĕ Августина.
Хăнана вĕсем пĕрле пырса кĕчĕç.
Володя ÿсĕрĕлме ĕлкĕрейменччĕ-ха.
(Малалли пулать)
Октябрь 2026 |
