НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăхăрвуннăмĕш ылтăн кĕркунне

Категория: Публикации Опубликовано: 16.10.2026, 09:14 Просмотров: 1

Хурамалта пурăнакан тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, ял-йыш хушшинче ырă ятлă, тĕлĕнмелле вăй-хăватлă Раиса Яковлевна Тарасова 1936 çулхи ылтăн кĕркунне çут тĕнчене килнĕ. Нумай пулмасть кăна-ха вăл 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Сумлă юбилей ячĕпе хисеплĕ ватăна саламлакансем йышлă пулчĕç.

Пурнăç пурăнасси - уй урлă каçасси мар. Тăхăрвунă çул хушшинче Раиса Яковлевна тем тĕрлĕ самана та курнă. «Вăрçă ачи» мĕн пĕчĕклех йывăр ĕçе кÿлĕннĕ, хура-шурне чылай тÿснĕ, çапах та чу-нĕпе хуçăлман. Иртнине ÿпкелемесĕр паянхи кунпа савăнса пурăнма пĕлет вăл. Ваттисен йăла-йĕркипе çитĕннĕ-скер йывăрлăхран нихăçан та хăраман. Нумай çул хушши тăван тăрăхри Ленин ячĕллĕ колхозра вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ.

Раиса Яковлевна мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине çирĕп тăратнă. Вĕсем пурте хăйсем суйланă сукмакпа утаççĕ, тăван кил ăшшине упракан амăшĕн канлĕхне сыхлаççĕ. Тимлĕхсĕр туймасть хăйне ветеран - ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем час-часах килсе çÿресе кăмăлне çĕклеççĕ.

Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов та юбиляра хисеп тунă - çавра çулпа ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, хастарлăх, çывăх çыннисенчен пархатар курма суннă. Йĕпреç муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов ячĕпе Тав çырăвĕ, чечек çыххи тата асăнмалăх парне панă.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1