НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Кĕрхи субботнике хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 02.10.2026, 11:17 Просмотров: 14

Чăрăшкассинчи активистсен пĕр ушкăнĕ ял масарĕ çинче субботник ирттернĕ, пĕрлехи ĕçсене Анатолий Илларионов староста йĕркелесе пынă.

Ырă пуçарăва хутшăннисем хушшинче - хăйсен ирĕкĕпе, чун хушнипе тухнисем. Кам çавапа е кĕреплепе, кĕреçепе е михĕсемпе килнĕ - пурин валли те ĕç тупăннă. Кĕçех вĕсем вилтăприсемпе çулсем çинчи хыт-хурапа кивĕ курăка çăлса пуçтарнă. Масар йĕри-таврашĕнче те тасалăхпа йĕркелĕх тунă.

Çакнашкал субботниксене ирттерсех тăраççĕ Хурамал территори пайне кĕрекен ялсенче пурăнакансем, пирĕнтен уйрăлса кайнисен ĕмĕрхи канлĕхне упракан çветтуй вырăнта çулталăк тăршшĕпех тирпейлĕх тытма тăрăшаççĕ. Сăваплă ĕçе хальхинче те йышлăн хутшăннă, вĕсен хушшинче çамрăксемпе ачасем те пулнă.

Ял старости - ятлă-сумлă та авторитетлă çын, ăна ватти-вĕтти хисеплет, итлет, çавăнпах ĕнтĕ йышпа тăвакан пĕрлехи ĕçсем яланах ăнăçлă пулса пыраççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1
易歪歪易翻译比特浏览器美洽