НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хĕлле валли кăмпаран икра пĕçеретпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 22.10.2026, 13:46 Просмотров: 1

Ку икра валли кирек мĕнле кăмпа та юрать. Шампиньона лайăх çуса хуппине сÿмелле пулсан, вăрманта татнине çапла туни кăна çителĕксĕр.

Икрана тăпра, лăс йĕппи е ытти çÿпĕ лекесрен кăмпасене малтан лайăх тасатмалла, çумалла, унтан сехете яхăн шывра тытмалла. Ун хыççăн тин тăварлă таса шыва ярса пĕçерме лартмалла. Вĕреме кĕрсен çулăма чакармалла та тепĕр 40–60 минут пĕçермелле. Унтан сăрăхтармалла. Вăл сăрхăннă вăхăтра вĕттĕн туранă сухана, терка витĕр кăларнă кишĕре тата пысăках мар тăваткалсем туса вакланă помидора ăшаламалла. Уйрăм çатмара вĕрилентернĕ тип çу çинче шывне лайăх сăрăхтарнă пиçнĕ кăмпана ăшаламалла. 30 минутран маларах ăшаланă пахча çимĕçе хушса çулăм çинче тепĕр 10 минут тытмалла, пăтратсах тăмалла. Кăшт сивĕнсен пурне те пĕрле аш арманĕпе çавăрттарса вĕтетмелле. Икĕ хут ярсан та юрать.

Икрана çатма çине каялла ярса тата 30–40 минут ăшаламалла. Юлашкинчен уксус хушса лайăх пăтратмалла та стерилизациленĕ банкăсене ярса тултармалла, виткĕчпе лайăх пăрса хупмалла.

Ăна валли çак продуктсем кирлĕ% 1 кг кăмпа, 350 гр сухан, 250 гр кишĕр, 350 гр помидор, 9 процентлă уксус (0,5 литрлă банка çине пĕрер чей кашăкĕ), тип çу тата хăвăра кирлĕ чухлĕ тăвар. Апачĕ тутлă пултăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1