Кăçал Чăваш Енре пуçласа пĕрремĕш хут Ял хĕрарăмĕн кунне уявласа ирттерчĕç. Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн указĕпе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ календарьти паллă кун - яллă вырăнта ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмсене чысламалли кун - пулса юлчĕ. Вĕсем çакна чăннипех те тивĕçеççĕ.
Республика шайĕнче те, пирĕн округра та çĕнĕ уява халалланă мероприятисем сахал мар пулса иртрĕç. Пирĕн енче, акă, çак ятпа иртнĕ эрнере «Ял хĕрарăмĕ - тăван çĕр мăнаçлăхĕ» конкурс йĕркеленĕ. +ав кун Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрне халăх йышлă пухăнчĕ. Конкурса хутшăнма кăмăл тунă хĕрарăмсемпе пĕрлех вĕсене хавхалантарса, тĕрев парса пулăшаканĕсем те пĕрле пуçтарăнса килнĕ. Куракансем хушшинче çемьесемпе килнисем те нумайăн пулчĕç.
Ял хĕрарăмĕсен уявне салам сăмахĕ каласа Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Алексеева уçрĕ. Вăл хамăр тăван енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче ялта ĕçлесе пурăнакан хĕрарăмсен тÿпи мĕнешкел пысăк пулнине палăртрĕ, çавăн пекех вĕсен тăрăшулăхĕпех халăх культурипе ырă йăла-йĕркесем малалла аталанаççĕ, ăруран ăрăва куçса пыраççĕ. Хĕрарăм - çемье тĕрекĕ, кил-йыш тыткăчи! Шанчăклă мăшăр та, çепĕç кăмăллă анне те, кил ăшшин управçи те вăлах.
Шăпах çавăн пек маттур та пур енĕпе те пултаруллă ял хĕрарăмĕсем хутшăнчĕç те конкурса, хăйсен çирĕп-лĕхĕпе хастарлăхне пур енлĕн те туллин кăтартса пачĕç. Тĕрлĕрен тĕрĕслев витĕр тухма тиврĕ вĕсен. Малтанах хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан чăваш тумĕпе куракансен умĕпе акăш евĕр хитрен утса иртессипе ăмăртрĕç, илемлĕ пултарулăх номерĕпе те сцена çине тухрĕç, юрларĕç те ташларĕç, сăвă та вуларĕç. Хатĕрлесе килнĕ чăваш апачĕпе, ăна мĕнле пĕçернин рецепчĕпе паллаштарчĕç, блюдăсене тутанса пăхма жюрие кăна мар, куракансене те сĕнсе пăхрĕç. Чăн-чăн кулинарсем, ăста поварсем иккен пирĕн конкурсантсем! Хуплу, кукăль, пÿремеч, чăкăт кăна мар, шăрттан ха-тĕрлеме те, ыраш салачĕпе, хăмлапа вĕретсе, йÿçĕтсе сăра юхтарма та пĕлеççĕ иккен пирĕн чăваш хĕрарăмĕсем. Уявсенче пĕрле туслăн канма та аван-çке!
Çиччĕн хутшăнчĕç конкурса, çиччĕшĕ те уйрăм номинаци çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç. Конкурсăн пĕтĕм тĕрĕслевĕ витĕр пуринчен те ăнăçлăрах тухнă Александра Басманцева (Кĕлĕмкасси сали) тĕп çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Ăна «Чи лайăх чăваш хĕрарăмĕ-2026» хĕрлĕ хăю çакса ячĕç.
«Вице - чи лайăх чăваш хĕрарăмĕ» ята Туçара пурăнакан Надежда Лазарева тивĕçрĕ, вăл та хăйне пур енĕпе те маттур та çаврăнăçуллă пулнине ĕнентерсе пачĕ.
«Ылтăн алăллă хĕр-арăм» номинаци çĕнтерÿçи - Зоя Акчурина (Пучинке сали).
«Çемье вучахĕн управ-çи» номинацире Киров территори пайĕнчен килнĕ Альбина Ильина палăрчĕ.
«Хÿхĕм хĕрарăм» номиници çĕнтерÿçи - Любовь Петрова (Эйпеç ялĕ).
«Наци управçи» номинацире хĕрлĕ хăйăва Татьяна Кошкина тивĕçрĕ (Хурамал сали).
«Пултаруллă хĕрарăм» номинацире Хыркассинчи Надежда Асанова палăрчĕ.
Вĕсене пурне те чыслă лару-тăрура дипломсемпе наградăларĕç, чечек çыххисем парнелерĕç тата асра юлмалăх парне кÿчĕç. Чи хакли тата кăмăла çĕклентерекенни вара конкурсантсемшĕн курса ларакансем хыттăн алă çупса тав туни пулчĕ. Лайăх кану, хитре тумсемпе илемлĕ пултарулăх номерĕсем уява килнĕ кашни çын асĕнче нумайлăха юлĕ, чун-чĕрине ăшăтса тăрĕ. «Эпир - чăвашсем, сăпайлă та ĕçчен хĕрарăмсем! Ял пурнăçĕ пирĕн çинче тытăнса тăрать тени те тĕрĕсех пуль», - çапларах шухăшсемпе саланчĕç уявран унта хутшăннисем. Чăнах та, ял хĕрарăмĕсен общество аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ çав тери пысăк. Çакна пурте туйса тăратпăр паян.
Светлана Быкова
Октябрь 2026 |
