НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чунри хĕвел

Категория: Публикации Опубликовано: 27.11.2026, 09:34 Просмотров: 5

Малалли

Часах Николайран ответ килчĕ. «Каçар, Настя, чăнах та, васкарăм пулмалла. Тăруках ултă çыру илтĕм хамăн пикерен», - тенĕ унта. Пĕр чаçран тепĕр чаçа куçнă чухне вĕсем çĕтсе юлнă, тин çеç ăнсăртран тупăннă.

Пĕрремĕш курс хăвăрт иртсе кайрĕ. Халь ĕнтĕ Настя иккĕмĕшĕнче. «Кăçал ялтан Сережăпа Вова çара каяççĕ», - терĕ пĕррехинче Альбина тантăшĕ ăна урамра тĕл пулсан. Ку хыпар Настьăна савăнтармарĕ. Чунĕ лăпланнă пулсан та, вăл туять - тем çыхăнтарса тăрать вĕсене Вовăпа, шухăшсемпе уйрăлма памасть. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пĕр кĕркуннехи сивĕ кунта Настя каччăна хула урамĕнче курчĕ. Лешĕ вара, хĕре курсан, ун патне чупса пычĕ те:

- Настя, мана çара илсе каяççĕ. Шăмат кун пыр ăсатма. Эпĕ ялта пĕрле вĕреннĕ ачасене пурне те чĕнтĕм, - терĕ.

- Юрĕ, пырăп, - хуравларĕ хĕр.

Хăй вара мĕн тумаллине пĕлмерĕ. Унăн пĕртте ăсату каçĕнче Вовăпа юнашар ют пике çÿренине курас килмерĕ.

- Альбина, айта пĕрле каятпăр салтака ăсатма. Пĕччен пулас килмест ман унта, - шăнкравларĕ Настя тус-юлташĕ патне.

- Ан пăшăрхан, йĕрсе ларма памастăп эпĕ сана, - хуравларĕ тантăшĕ.

Акă пурте сĕтел хушшине вырнаçнă, Настя - Вовăна хирĕç. Хĕр каччăн пичĕ, хусканăвĕсем çине пăхать те ăнланать - питĕ çывăх вĕсем чуна. Темле чĕререн кăларса пăрахас тесен те, вăл пĕр кĕтессинче юлатех. Пулас салтака ырă сăмахсем каланă хыççăн Настьăпа Альбина ыттисемпе пĕрле сĕтел хушшинчен тухрĕç. Вовăпа унăн хулари савнийĕ ăсату каçĕ тăршшĕпех пĕрле çÿрерĕç. Киле çитсен, урамран янракан кĕвĕ сассисене итлесе, хĕр темччен куççуль тăкрĕ. Çак каç вăл хăйĕн савнă каччипе çеç мар, хăйĕн юратăвĕпе те яланлăхах сывпуллашнăн туйăнчĕ.

Тепĕр кунне Настя хулана кайрĕ. Вăхăт вĕренÿре хăвăрт иртрĕ. Хĕр иккĕмĕш курс та пĕтерчĕ ĕнтĕ. Хăйĕн илемĕпе, ырă кăмăлĕпе каччăсен чĕрисене хумхататчĕ вăл, анчах нихăшĕ те ун чунне тыткăнлаймарĕ. Час-часах Настя институт коридорĕнче Игоре, тепĕр факультетри йĕкĕте, тĕл пулатчĕ. Ку каччă унтан икĕ çул аслăрах, компьютерсен технологийĕн инженерĕ пулма вĕренет. Ятарласах кĕтсе тăнăн туйăнать Настьăна Игорь кашнинчех коридорта. Хĕре курсан, каччă сывлăх сунать те тăрса юлать хыçалтан пă- хса. Анчах тепĕр чухне йĕкĕтĕн куçĕсем Настьăна тем калаççĕ, тем ăнлантараççĕ, хĕр вĕсенче путмах тытăнать. Анчах сăмахласа кайма Игорĕн хăюллăхĕ çитмест пулас. +апла иртет кун хыççăн кун.

Акă Николай та çартан таврăнчĕ. Настя пĕррехинче ăна ял клубĕнче тĕл пулчĕ. Каччă часах авланма шутлать иккен. Маринăпа иккĕшĕ туй кунне те палăртнă ĕнтĕ. Кайран вара вĕсем хулара пурăнма шутлаççĕ.

- Эх, мĕнле çитмĕç ĕнтĕ мана пурнăçра сан çырусем, - терĕ йĕкĕт уйрăлас умĕн. - Эпĕ вĕсене питĕ хăнăхрăм.

- Савни юнашар  чухне кулянма вăхăт пулĕ-ши сан? - шÿтлерĕ Настя.

- Туя питĕ кĕтетпĕр сана Маринăпа иккĕн те, - юлашкинчен каларĕ Николай.

Каччă клубран тухрĕ. Настя вара, ăна пăхса юлнă май, савăнчĕ те, хурланчĕ те. Йĕкĕтрен малтанхиллех чуна ăшăтакан çутă пайăркисем сапаланнине туйрĕ хĕр. Малалла вĕсен çулĕсем тĕппипех уйрăлса кайĕç. Çапах та Настя хăйне çак самантра телейлĕ туйрĕ. Вăл пĕлет, пур çĕр çинче çавăн пек çынсем - куçа йăмăхтарса яракан çутăпа ялтăртатаççĕ вĕсен чунĕсем. Ăшăтаççĕ пĕрне, хĕмлентереççĕ, вăй параççĕ пурăнма теприне, лăплантараççĕ канăçсăррине. Куçа илме çук çак çутăран. çавăн пек çын пулчĕ те ĕнтĕ Настьăшăн Николай.

Пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Часах каччăн туйĕ те пулчĕ. Ун хыççăн вăл хулара пĕр фирмăра хурал службинче ĕçлеме тытăнчĕ. Настя та тăрăшсах институтра пĕлÿ пухрĕ. Тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш курссем питĕ хăвăрт  иртсе кайрĕç уншăн, пиллĕкмĕш те вĕçленчĕ ĕнтĕ. Хĕр тăван институчĕпе сывпуллашса хăйсен ялĕнчи ял хуçалăх кооперативне бухгалтер пулса ĕçлеме килчĕ.

 III

Тăван ял, ачаранах пĕлнĕ çынсем, çирĕп хуçалăх - пурте килĕшеççĕ Настьăна. Çамрăксем кунта нумай, кам ял хуçалăх техникипе ĕçлет, кам фермăсенче, кам çĕвĕ цехĕнче, кам пĕчĕк заводра. Вова та çартан таврăнса кунтах механизаторта тăрăшать. Вăл çемьеллĕ ĕнтĕ, вырăс хĕрнех авланнă. Час-часах мар пулсан та, урамра тĕл пулать ăна Настя, вара куçĕсем тунсăхпа тулаççĕ пикен.

Авланнă çын çине темле ăнланмалла мар пăхнине сиссе, хĕр патне Павăл куршанак пек çыпçăнма тытăнчĕ. Питĕ путсĕр çак каччă. Ялти хĕрарăмсем хушшинче япăх сăмах çÿрет ун çинчен. Сарлака, тăваткал питлĕскер, ялан çиллес кăмăллă, пĕрин патне çеç мар вăйпах çулăхнă вăл. Вăйĕ, чăнах та, ытлашши те Павăлăн, анчах çынлăх çитмест. «Выльăхсене пăхса хăв та выльăх пулнă эс», - тарăхса калатчĕç ăна хĕрсем, çуллă куçсемпе вĕсем çумне çыпçăнсан.

- Ну, каятпăр-и паян клуба? Эп сана каçпа кĕтетĕп, - терĕ пĕррехинче Павăл, Настьăна урамра чăрсăррăн пилĕкĕнчен ярса илсе.

- Ниçта та каймастăп эпĕ санпа, - терĕ те хĕр, çирĕппĕн каччăн аллисене хăйĕн çинчен илчĕ.

- Мĕн, институт пĕтернĕ те хăвна мăнна хуратăн-им? Курăпăр-ха малалла, манран вĕçерĕнеймĕн çапах, - шăл витĕр каларĕ Павăл.

Тахçантанпах клуба тухманскер, пĕррехинче Настя кĕрхи бала кайрĕ. Унта халăх туп-тулли. Пурте савăнăçлă. Акă музыка янраса кайрĕ. Хăйĕн енне Павăл утнине курсан, хĕрĕн кăмăлĕ хуçăлчĕ.

- Ташлама тухар-и? - илтĕнчĕ çав вăхăтра юнашар.

- Савăнсах, - хуравларĕ Настя, тахăш самантра ун умне пырса тăнă Костьăна, хыçалти урамра пурăнакан каччăна.

Вĕсем иккĕшĕ те вальсра çаврăнма тытăнчĕç. Хĕр çак кĕрнеклĕ каччă çумĕнче хăйне хÿтлĕхре туйрĕ. Ташă хыççăн урама тухса темччен пĕрле çÿрерĕç ик çамрăк. Пĕр ялта пурăнсан та, питех калаçман вĕсем пĕр-пĕринпе, кашнин хăйĕн юлташĕсем, тантăшĕсем пулнă. Халь çеç Костя илемлĕ сăн-питлĕ, яштака пÿлĕллĕ пикене асăрхарĕ. Настьăн хура куçĕсем нумайлăха тыткăнларĕç ăна.

Хĕл кунĕсем те çитрĕç ĕнтĕ. Йĕри-тавра шап-шурă. Çав тери лайăх хĕллехи лăпкă каçсенче юрпа витĕннĕ урамсем тăрăх шăкăл-шăкăл калаçса çÿреме пĕр-пĕринпе. Костя шоферта ĕçлет пулсан та, темпе те интересленет, нумай кĕнеке вулать. Настьăна пĕртте кичем мар унпа. Каччăн чĕринче вара юрату хĕлхемĕ çунать. Унăн хĕр духийĕнчен, чуна çывăх çын юнашар тăнинчен тепĕр чухне пуçĕ те çаврăнма тытăнать.

Часах шăнкăртатса çуркуннехи шывсем юхса кайрĕç, умра - çу кунĕсем - чи хĕрÿ вăхăт ял çыннин. Кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем, самантрах каçпа çывăрса каяççĕ. Çамрăксен çеç ыйхисем çĕтнĕ, шăпчăк сассине итлесе киленеççĕ вĕсем.

- Мĕнле илемлĕ вĕт, - тет Костя кашнинче.

- Тĕлĕнмелле кайăк. Йĕри тавра пач тĕттĕм, чун шикленет тепĕр чухне, вăл вара çакна курмасть та тейĕн - шăрантарать хăйĕн юррине. Ăна итлесе çынăн чĕри çĕкленет, хавас туйăм çуралать. Уншăн текех каç тĕттĕм мар, - хушать Настя.

Пĕррехинче икĕ çамрăк сисмерĕç те, ялти вĕренÿ çулĕсене аса иле-иле сăрт çинчи пĕчĕк хурăнлăха килсе кĕчĕç. Çак вырăнта ĕнтĕ çĕнĕ пурнăç хĕвелне кĕтсе илнĕ шкул пĕтернĕ яшсемпе хĕрсем. Тăруках сивĕ çил вĕрме тытăнчĕ. Çÿхе пурçăн кĕпе тăхăннăскер, Настя шăнма тытăнчĕ. Костя хĕре ыталаса илчĕ те хăйĕн пиншакне ун çине уртрĕ. Иккĕшне те вĕри пулса кайрĕ. çепĕçлĕх туйăмĕн хумĕ пуçа çавăрчĕ каччăнне. Вăл хĕре чуптума тытăнчĕ те малалла мĕн пулса иртнине ăнланмарĕ. Иккĕшĕ те юрату тинĕсне чăмрĕç.

«Ну, мĕнле, вĕри пулчĕ-и?» - илтĕнсе кайрĕ çывăхра такамăн сасси. Çутăлма та тытăннă ĕнтĕ. Икĕ çамрăк тăруках аванмарланса кайрĕç. Вĕсем ăнланаççĕ, ку çынпа тĕл пулни - ырра мар. Ăçтан тупăннă вăл кунта çак вăхăтра. Павăл кула-кула ял еннелле утрĕ. Настьăпа Костя та унтах çул тытрĕç, анчах тепĕр сукмакпа. «Ан пăшăрхан, пурте лайăх пулĕ», - терĕ те каччă уйрăлас умĕн, хыттăн савнине чуп турĕ. Çу тăршшĕпех пĕрле çÿрерĕç иккĕш. Костя авланма шутланăччĕ ĕнтĕ, анчах кĕтмен çĕртен çамрăксен çулĕсем уйрăлса кайрĕç.

Кĕркунне каччăна юнашар района машинипе икĕ эрнене ĕçлеме ячĕç. «Настя, килте пĕр тумлам шыв та юлмарĕ, илсе кил-ха çăлтан», - терĕ пĕр каçхине амăшĕ. Хĕр витрисене шыв тултарса хăйсен пÿрчĕ еннелле утма тăнăччĕ çеç, умне таçтан Павăл тухса тăчĕ. Çакна кĕтменскер, Настя чутах витрисене çĕре ÿкеретчĕ. Чăрсăр каччă ун çумне çулăхма тытăнчĕ. Хĕр аран-аран хапха патне çитрĕ. Тăрук Павăл ăна пĕр кĕтесе хĕстерсе лартрĕ те чуп тума хăтланчĕ. Настя витрисене пăрахрĕ те путсĕре питĕнчен çутăлтарса ячĕ. Анчах лешне çакă хĕртсе çеç ячĕ. Вăл хĕре пахчаналла сĕтĕрме тытăнчĕ.

«Ак кампа савăшса пурăнан иккен эс ман ывăл инçетре чух!» - янравлăн илтĕнсе кайрĕ çав вăхăтра юнашар. Настя сывлайми пулса ларчĕ. Ку Костьăн амăшĕ вĕт! Пĕтĕм вăйне пухса хĕр Павăла тĕксе ячĕ те хапха алăкне уçса пÿрте чупса кĕрсе кайрĕ.

Малалли пулать

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6