НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Транспорт ыйтăвне татса пани çынсене савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 09:13 Просмотров: 12

Çу уйăхĕнче Йĕпреçрен Канаш хулине тата каялла пассажирсем илсе çÿрекен 305 номерлĕ обществăлла транспорт çÿреме тытăннă. Ăна «Пурнăç валли инфратытăм» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хута янă. Вăл Чăваш Республикинчи  муниципалитетсем хушшинчи транспорт çыхăнăвне аталантарамалли программăн пĕр пайĕ пулса тăнă.

Мĕн пĕрремĕш кунтанах çак маршрут çăмăллăх панине çынсем туйма пултарнă. Автобус Йĕпреç тĕп больници умĕнчен тапранса каять те Канаш хулинче Никольски чиркĕвĕ патĕнче чарăнать.

Çынсене илсе çÿренĕ чухне хăрушсăрлăх - чи пĕлтерĕшли. Хальхи йышши транспорт шал енчен хăтлă. Çынсене кĕрсе ларма меллĕ пултăр тесе салон урайĕсем аяллă, тĕревленме, тытăнса пыма порученьсем вырнаçтарнă, креслисем çемçе, çыхăнмалли пиçиххисем пур, салонра кондиционер ĕçлет.

«Кашни кунах расписанипе килĕшÿллĕн тапранса каятпăр. Пушăлла кайни-килни пулман, çынсем çÿреççĕ», - терĕ Виталий Ядрицов водитель.

Транспорт ыйтăвне татса пани çынсене, чăнах та,  савăнтарать. «Канаша çитсе килме халĕ питĕ меллĕ. Хулана кайсан каялла мĕнпе таврăнмалли пирки шикленместĕн - кашни сехетрен тенĕ пекех автобус пур. Билет хакĕ те ти-вĕçтерет», - терĕç салонра ларакансем.

Йĕпреç-Канаш трасса çывăхĕнче вырнаçнă ялсенче пурăнакансем те 305-мĕш номерлĕ автобус хута кайни çула тухса кайма, çитес çĕре  хăвăрт çитме хăтлă транспорт пулăшнине палăртаççĕ.

Чÿк уйăхĕнчен пуçласа 305-мĕш маршрутăн расписанийĕ улшăнчĕ. Йĕпреçрен (тĕп больница умĕ) вăл халĕ 05:50; 06:50; 08:00; 09:00; 10:00; 11:00; 12:30; 13:30; 14:30; 15:30; 16:30; 17:30 тапранса каять.

Канаш хулинчен (Никольски чиркĕвĕ): 06:25; 07:30; 08:30; 09:30; 10:30; 11:30; 13:00; 14:00; 15:00; 16:00; 17:00; 18:00 çула тухать.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6