НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ейÿ татнă çула майлаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.11.2026, 09:49 Просмотров: 13

Кăçал çуркунне Çиçĕмкассине каякан асфальт çулăн (Çиçĕмкасси – Пысăк Упакасси – Шĕпекеч автомобиль çулĕн 3+276 çухрăмĕнчи) пĕр лаптăкне ейÿ шывĕ татса кайнăччĕ.

Ку вырăнта шыв-шур каймалли пăрăх пулнă пулин те, юр хăвăрт ирĕлнипе, вăл та пулăшайман, самантрах капланса килекен шыв хăйне валли çул шыраса йăлтах ишме пуçланă. Çул  ишĕлсе аннине пула транспортпа кĕме анчах мар, çурран каçма та май пулман.  Пĕр вăхăтра çынсене резин кимĕсемпе турттарма тивнĕ.

Шыв юххи чаксанах рабочисемпе ялта пурăнакансем çула майлама тухнă. Васкаса хăпартнă вăхăтлăх çул шанчăклă маррине пурте ăнланнă, çавăнпа малашне чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухассине сирес тесе ку вырăна хальхи технологисемпе  çирĕплетмелли çинчен йышăну тунă ятарлă комисси.

Çапла майпа Чăваш Енри тран-спорт министерстви «Единая Россия» партин «Хăрушлăхсăр çулсем» проекчĕпе усă курса Çиçĕмкассине каякан асфальт çула кăçалах юсама укçа уйăрнă. Ĕçе пуçăннă ĕнтĕ, ăна «Промремстрой» тулли  мар яваплăхлă пĕрлешÿ подряд организацийĕ пурнăçлать.

Объектра нумай тума ĕлкĕрнĕ% шыв каякан пăрăха улăштарнă, унăн пуçĕсене бетонланă, ишĕлнĕ çула хăпартса асфальт сарнă. Çапах та хальлĕхе кунта машинăсене çÿреме ирĕк паман - бетон конструкцие типсе çи-рĕпленме вăхăт кирли пирки асăрхаттарать «Промремстрой» организацийĕн представителĕ. Çавăн пекех çул хĕррисене çирĕплетмелле тата шыв юхса иртекен лаптăкра барьерсем хумалла - ку çул-йĕр çинчи хăрушлăха та сирсе ярĕ. Кунсăр пуçне çул паллисемпе сигналĕсене вырнаçтармалла, вĕсем шыв пăрăхĕ вырнаçтарнă участок чиккисене инçе çĕртенех курма, водительсен тимлĕхне пысăклатма кирлĕ.

Çиçĕмкассине илсе çитерекен çул кĕçех уçăлĕ. +урхи шыв-шур текех çула сиенлеймессе, вăл çирĕп те чăтăмлă пуласса шанаççĕ çиçĕмкассисем. Юсав ĕçĕсем мĕнле пынине Йĕпреç муниципаллă округ пуçлăхĕ Игорь Семенов сăнаса тăрать.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6