НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Сумлă наградăна тивĕçнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.11.2026, 10:02 Просмотров: 11

Алексей Григорьев, Хумри Ишекре çуралса ÿснĕскер, çамрăклах Йĕпреçри почта уйрăмне водитель пулса вырнаçнă та çак таранччен пĕр улшăнмасăр кунта ĕçлет. Паян вăл «Раççей Почтин» акционерсен обществин Чăваш Республикин федераллă çыхăнăвĕн управленийĕн автотранспорт подразделенийĕн Канаш автоколоннин 4-мĕш разрядлă водителĕ.

1988 çултанпа уйрăмăн ячĕ темиçе те ылмашнă, водителĕн ĕçĕ вара çавах юлнă - почта машинипе графикпе килĕшÿллĕн çынсем патне çак служба паракан нумай енлĕ тивĕçтерĕве вăхăтра илсе çитересси.

Туслă та пысăк коллектив хастар та малĕмĕтлĕ çамрăка пĕрремĕш кунсенченех хăйсен ушкăнне ăшшăн йышăннă. Шанчăклă та яваплă пулнипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе Алексей Алексеевич ертÿçĕсемпе нумай çул ĕçлекен ĕçтешĕсем умĕнче ырă ята хăвăртах çĕнсе илнĕ.

Хăйне шаннă тивĕçе тÿрре кăларнă вăл - профессие парăннăшăн, ĕçри  лайăх кăтартусемшĕн Алексей Григорьев ведомствăран илнĕ нумай Хисеп хучĕсемпе дипломсем çакна çирĕплетеççĕ. Ĕç стажĕ те хĕрĕх çул патне çывхарса пырать. Кăçал ăста водителе нумай çул профессие парăнса, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви савăнăçлă лару-тăрура Хисеп грамотипе чысланă.

Професси кăмăла кайни, ĕçе юратни, çемьерен тĕрев туйни пысăк вăй-хал парать ăна. Альбина Владимировна мăшăрĕ тата Алина, Света, Ирина хĕрĕсем, çавăн пекех мăнукĕсем çемье пуçĕпе, кукашшĕпе мухтанаççĕ, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ. Хальхинче те чи юратнă та çывăх çынни пысăк наградăна тивĕçнĕшĕн вĕсем хăйĕнчен те ытларах хĕпĕртенĕ.

«Аттене питĕ юрататпăр, пи-рĕншĕн те, мăнукĕсемшĕн те ырă тĕслĕхлĕ пулнишĕн хисеплетпĕр. Ĕçре те ырă ятлă пулнишĕн унпа мухтанатпăр. Пысăк çитĕнÿпе тата иртсе кайнă професси уявĕпе саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, ĕçре ăнăçу сунатпăр. Кирек епле çанталăкра та çулу такăр пултăр санăн», - сунаççĕ юратнă ашшĕне ачисем. 

Анна Михайлова   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6