НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Юрăпа туслăх уявĕ клубра кĕрлерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2026, 08:59 Просмотров: 35

Кашни культура çурчĕ çумĕнче тенĕ пекех халăх пултарулăх коллективĕсем пур. Вĕсем районти уявсене, мероприятисене илемпе хаваслăх кĕртеççĕ, тăван ен культурине, йăли-йĕркине çутатаççĕ. Ушкăнсен ÿсĕмĕсемпе, пултарулăхĕпе ыттисене те паллаштарас тата талантлă урăх коллективсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ăсталăхĕпе паллашас тĕллевпе артистсем Чăвашри мĕнпур районсене тухса çÿресе хире-хирĕçле концертсем йĕркелеççĕ. Час-часах çакăн пек тĕлпулусем туслăха çаврăнаççĕ.

Акă Чăваш Тимеш ялĕнчи культура çуртĕнче ăшă тĕлпулу-уяв иртнĕ. Кунта Шупашкар округĕнчи Шоркка ялĕнчи «Туслăх» халăх фольклор ансамблĕ концертпа килсе çитнĕ. Галина Шестакова ертсе пыракан «Эревет» халăх фольклор ансамблĕ килнĕ хăнасемпе тахçантанпах туслă. Сцена пултарулăхĕ çыхăнтарнă «Эреветпе» «Туслăх» пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллашсах тăраççĕ.

Яла артистсем килессине пĕлсен халăх хаваспах клуба çул тытнă. «Туслăхăн» пуян репертуарĕ артистсен ăсталăхне туллин уçса пама май панă. Сцена çинчен вырăс тата чăваш халăх юррисем юхнă, ташăсем кĕрленĕ. Артистсем хăйсене сцена çинче ăста та хастар тытни, сассисем илемлĕ те вăйлă, тумĕсем капăр пулни куракансен кăмăлĕсене пĕрремĕш юрă хыççăнах çавăрнă. Кашни номере хыттăн алă çупса артистсене хавхалантарнă залра ларакансем.

Концерт вĕçленнĕ хыççăн Чăваш Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев «Туслăх» коллектива Тав çырăвĕ парса чысланă. Вырăнти депутат Лариса Хуснетдинова сăмах каланă: «Тĕлĕнмелле концертшăн чун-чĕререн тав! Эпир сирĕн пултарулăха курса çав тери савăнтăмăр, кашни номер чĕре патне пычĕ. Эсир çынсене хăвăр пултарулăх урлă савăнăç, хавхалану парнелетĕр. Пултарулăх ĕçĕнче пысăк ÿсĕм-çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр. Пирĕн сцена çинче сире татах та курас килет пирĕн, çавăнпа та хаваспах кĕтетпĕр!».

«Кĕтетпĕр, кĕтетпĕр!» - çирĕплетнĕ залра ларакансем.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6