Нумай пулмасть, чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче, Кĕлĕмкассинчи Мария Александровна Волкова 80 çулхи юбилейне паллă тунă.
Çут тĕнчепе киленме килнĕренпе çавра çулĕ çитнĕ ятпа ăна ачисемпе мăнукĕсем тата çывăх тăванĕсем ăшшăн саламланă. Çавăн пекех ялти ырă ятлă хĕрарăма хисеплесе территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов тата Йĕпреç округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Ева Петрова килне пырсах чысланă. Ял хуçалăх аталанăвне сумлă тÿпе хывнă юбиляра асăнмалăх-савăнмалăх парнесемпе, чечексемпе пĕрлех Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.
«Юбилейĕсем килсех тăччăр, эсир вара çамрăк чухнехиллех маттур çÿрĕр, нихăçан та ан чирлĕр», - тесе ырлăх-сывлăх суннă юбиляра хăнасем.
Мария Александровна 1946 çулта Вăтаелĕнче хресчен çемйинче çуралса ÿснĕĕ Хăйĕн пурнăçне вара Кĕлĕмкассипе çыхăнтарнă. Ара, çитĕнсе çитнĕ хĕр шăпи çапла çырăнса пынă çав, кама юратнă - çавна качча тухнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те ĕмĕр тăршшĕпех «Красный фронтовик» колхозра вăй хунă, виçĕ ачана хĕвел çути кăтартнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Анчах упăшкин кун-çулĕ кĕске килсе тухнă, çамрăклах çĕре кĕнĕ. Малалла кил-хуçалăха пĕчченех тытса пыма, арçын ĕçне те хăйĕннех тума тивнĕ пулсассăн та, Мария Александровна хăй шăпине нимĕн чухлĕ те ÿпкелемен.
Ачисем амăшне пулăшассине хăйсен тĕп тивĕçĕ туса хунă, пысăк ĕçсенче пурте пĕрле пухăнсан, йывăрлăхĕ си-сĕнмест те. Çывăх çыннине пĕртте тунсăхлама парасшăн мар тĕпренчĕкĕсем, çуралнă кил ăшши магнит пек туртнипех юратнă амăшĕ патне тăтăшах таврăнаççĕ - юнашар ларса чуна уçса калаçма, ырă сĕнÿ-канаш илме. Амăшĕшĕн ачисем, мăнукĕсем çумрах пулнинчен ытларах телей-савăнăç тата мĕн пултăр-ши? Мария Александровна 5 мăнукĕн çитĕнĕвĕсемпе кăна мар, кĕçĕн мăнукне алла илсе утьăкка сиктерме шăпа тухнăшăн та чунтанах хĕпĕртет паян. Ĕмĕрÿ вăрăм пултăр, Марье аппа!
Светлана Быкова
Ноябрь 2026 |
