НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пĕрлĕх туслăхран тытăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 06.11.2026, 09:52 Просмотров: 13

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче, Туçа ялĕн культура çуртĕнче «Пирĕн пĕр Тăван çĕршыв - Раççей» ятлă мероприяти иртрĕ.

Ку уяв 1612 çулта халăх ополченийĕ Мускава ирĕке кăларнипе çыхăннă. Вăл пирĕн çĕршыври пĕтĕм халăхăн пĕрлĕхне, пĕр тĕллев лартса пĕр чăмăра пĕрлешме пултарассине палăртать.

Туçари культура çурчĕн ÿнер ертÿçи, ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ираида Ильина тĕлпулăва уçрĕ. Вăл çак кунăн историпе тарăн пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕ, XVII ĕмĕрте Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынипе тĕрлĕ сослови тата тĕрлĕ наци çыннисем хăйсен çĕрне хÿтĕлеме пĕрлешнине аса илтерчĕ.

Уявăн чи ăшă та пултаруллă пайĕ - ачасем валли ирттернĕ заняти пулчĕ. Ачасем «Раççей нацийĕсем» ятлă йывăçран касса кăларса хатĕрленĕ татăксене хаваспах ÿкерсе илемлетрĕç, çавăн пекех пирĕн çĕршывра тĕпленнĕ халăхсен тĕрлĕ культурипе паллашрĕç.

Ятарласа ирттернĕ фотосесси уявăн чăн-чăн илемĕ пулса тăчĕ. Тĕрлĕ халăх тумĕсем тăхăннă культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсене хутшăнакан хĕрарăмĕсем тата арçынсем хаваспах ачасемпе пĕрле тăрса асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

Мероприяти ялти пĕрлĕх пĕлтерĕшне уçса пачĕ, ачасене тăван çĕршыва юратма вĕрентес тĕллеве пурнăçларĕ: пĕрлĕх кашни харпăр-хăй  тымарне пĕлнинчен тата хисепленинчен, кÿршĕсемпе килĕштерсе пурăнма пĕлнинчен пуçланать-çке.

Лариса Тимофеева

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6