Çак кунсенче Шупашкар хулинчи Президент амăшлăх центрĕнче «Амăшлăх культури, музыка, сăпка юрри, тĕрĕ» проектăн вуннăмĕш занятийĕ иртнĕ. Тÿрех палăртса хăварар, вăл «Çемье» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать, ача кĕтекен хĕрарăмсене наци культурипе çывăхрах паллашма май парать.
Ку занятире хĕрарăмсемпе Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче вăй хуракансем ĕçленĕ. Пулас амăшĕсем Анна Савадерова профессорпа пĕрле тĕнче классикин шедервĕсене итленĕ, вĕсене тишкернĕ, çавăн пекех сăпка юррисене вĕреннĕ. Халăх ал ĕçĕсен ăсти Раиса Васильева вара чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене пĕлме пулăшнă. Вăл ачасем валли сыхчă мĕнле тумаллине те каласа кăтартнă.
Сăмах май, ку проект Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн пуçарăвĕпе пурнăçланать.
Ноябрь 2026 |
