НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Санавиаци çын пурнăçне çăлнă

Категория: Публикации Опубликовано: 20.11.2026, 09:03 Просмотров: 18

Канашри территорисен хушшинчи медицина центрĕнчи пациента санитари вертолечĕпе Республикăри кардиологи диспансерне илсе çитерсе унăн пурнăçне çăлнă.

Тухтăрсем арçыннăн инфаркт хыççăнхи кардиосклероза пула Морганьи-Адамса-Стокс приступĕсемлĕ чĕре чирĕ пулнине палăртнă. Кун пек чир çыпăçнă çыннăн пурнăçне çăлма минутсем кăна кирлĕ. Арçынна Канашран Шупашкар хулине санитари вертолечĕпе вăхăтра илсе çитерни унăн пурнăçне çăлма май панă.

Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа Канашри медицина центрĕнчен вуннăмĕш пациента вертолетпа Шупашкара илсе çитернĕ. Палăртса хăвармалла, санитари авиацийĕ «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлет.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6