Кĕлĕмкасси ялĕнчи модельлĕ библиотека, пĕрремĕш класра вĕренекен ачасене явăçтарса, Чăваш Республикин ача-пăча библиотекин пуçарăвĕпе çула тухнă, Чăваш тĕррин кунне халалланă «Чăваш тĕр-рин асамлăхĕ» онлайн-акцие хутшăннă?
Тавракурăма анлăлатакан мероприятие хутшăннă шăпăрлансем чăваш тĕррин эрешĕсемпе çывăххăн паллашнă, кашни эреш, çип тĕсĕ мĕне пĕлтернине тав-çăрма вĕреннĕ? Сăмахран, хĕрлĕ тĕс - пурнăçа тата хастарлăха пĕлтерет, симĕс тĕс -çутçанталăк тĕсĕ тата сывлăх, сарри - хĕвел тата ăшăлăх, хура тĕс - çĕр пулăхĕ?
Пĕчĕк чăвашсене çавăн пекех ĕлĕкрен ламран лама куçакан, çынна усал-тĕселтен упракан тĕрĕсем çинчен те интереслине нумай каласа панă? Халăх йăли-йĕркипе çыхăннă пĕлÿлĕх аслă ăруран çамрăккисене - чĕререн чĕрене илмелĕх - куçса пытăр!
Ноябрь 2026 |
