НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Фронта пулăшакансене çĕвĕçсем кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.11.2026, 08:57 Просмотров: 37

Шăрттанта пурăнакан Тамара Ильина Йĕпреçе, ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли маскировка каррисем çыхакан, гуманитари пулăшăвĕ пухакан «За Отечество» центра тăтăшах кайса çÿрет. Пушă алăсемпе мар, ялан тенĕ пекех тулли сумкăсемпе.

Центр йĕркеленнĕренпех чунĕ туртнипе кунта килсе кĕнĕ те вăл çак таранчченех çĕршыв хÿтĕлевçисене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Ĕçе пуçăнсанах хÿт-лĕх каррисем çыхнă, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса фронта ăсатса тăнă. Каçсерен, кил-тĕрĕшри ĕçсене пуçтарсан, канлĕхе пĕлме-сĕр окоп çуртисем шăратнă, 800 яхăн хатĕрленĕ.

Хăйсен кĕçĕн ывăлĕ СВО участникĕ пулнăран вăл унти салтаксен амăшĕсен чĕре ыратăвне, хуйхи-суйхине çывăх ăнланать. Çавăнпа ăш вăрканине фронта пулăшнипе кăна лăплантарма май пуррине туйса, пархатарлă ĕçе кÿлĕннĕ, ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă.

Çамрăклах çĕвĕ цехĕнче ĕçленĕскер, çĕлес ăсталăха Тамара Петровна питĕ лайăх хăнăхса çитнĕ, опычĕ те пысăк. +авăнпа, вăрçă хирĕнчи ывăлсене ытларах мĕн кирлине лайăх пĕлсе çитсен, хăй фронта валли япаласам çĕлеме тытăннă, тĕркепе пусма туяннă та футболкăсем, аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм, вырăн таврашĕ çĕлеме пикеннĕ. Унăн алли витĕр 350 ытла япала çĕленсе тухнă ку таранччен. Халĕ те, пушă вăхăт тупăнсанах, çĕвĕ машини умне ларать.

Çĕвĕçĕ паян боецсене мĕн кирлĕ - çавна çĕлет. Кивĕ кĕрĕксемпе тăлăпсене те хута ячĕ ĕнтĕ, вĕсенчен разведкăна тухакан боецсем валли кĕске хушăрах ăшă айсарăмсем 60 ытла çĕлеме ĕлкĕрчĕ. Çĕнĕлĕхсене те ĕçе кĕртсех пырать. Хальтерех «пилĕк ăшши» текен сарлака пиçиххисем, дронран хÿтĕленмелли «пончосем» çĕлеме тытăннă, вĕсен шутне вăтăра çитернĕ те ĕнтĕ. Ку япаласем те кĕçех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитĕç.

Çĕршыв хÿтĕлевçисене пур енлĕ тĕрев пама тăрăшакан тыл ĕçченĕсем паян çĕвĕçсен пулăшăвĕ уйрăмах кирлине палăртаççĕ. Патриот чĕреллисем чĕнĕве илтессе, çĕвĕçсен йышĕ хушăнасса шансах тăратпăр-ха.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6